13 августа 2014 г.
Район администрацийĕн ĕçченĕсемпе тата полици сотрудникĕсемпе пĕрле вырăнти прокуратура ял тăрăхĕсенче террористла ĕçсене хирĕç мероприятисене мĕнле пурнăçласа пынине тишкерчĕ. Саккунпа килĕшỹллĕн ял тăрăхĕсен администрацийĕсем хăйсен полномочийĕсен шайĕнче терроризма асăрхаттарас, террор акчĕсене йĕркелеме май паракан условисемпе сăлтавсене тупса палăртса вĕсене пĕтерес енĕпе ĕçлеме тивĕç. Хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче объектсене террортан хỹтĕлес лару-тăру тивĕçлĕ шайра пулманни палăрчĕ, терроризм, экстремистла ĕç-хĕл тата нацисем хушшинчи хирĕçỹ енĕпе профилактика ирттересси кирлĕ пек пулса пымасть. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕпе 5 ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем тĕлĕшпе терроризм пирки калакан саккуна тек пăсмалла марри тата çитменлĕхсене пĕтермелли пирки, айăплисене явап тыттармалли çинчен представлени тăратрăмăр. Ытти ял тăрăхĕсенче тĕрĕслевсем малалла пыраççĕ.
Д.САВИНКИНА, район прокурорĕн пулăшуçи.