13 августа 2014 г.
Октябрĕн 9-11-мĕшĕсенче Шупашкарта халăхсем хушшинчи "Раççей _ спорт патшалăхĕ" форум иртет. Чăваш Енĕн тĕп хулинче питĕ пысăк спорт мероприятине ирттерме Раççей Президенчĕ В.В.Путин Чăваш Республикин яллă районĕнче пĕрремĕш пăр катокĕ уçас умĕн çак документа алă пуснă. Савăнăçлă лару-тăрура хальхи вăхăтри çĕнĕ объекта уçма республика Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев хутшăннă. Раççей Президенчĕ В.В.Путин Шупашкарта спорт форумне ирттерме йышăнни _ Чăваш Республикин физкультурăпа спорта аталантарассинчи ĕçне тивĕçлипе хаклани, шанни. Массăллă спорта аталантарассине тата ачасене ỹт-пỹ енчен воспитани парассине лайăхлатассипе Чăваш Енре пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетес енĕпе тĕллевлĕ ĕ&¸леççĕ. Республикăра 24 физкультурăпа спорт комплексне ĕçе кĕртнĕ, çавна пула халăх ытларах та ытларах спорта явăçать. Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсен ĕçне тишкерни вĕсене 2012 çулта 2011 çулхинчен 105366,9 пин тенкĕ ытларах укçа-тенкĕ уйăрнине кăтартса панă. Çавăн пекех ĕç укçи те ỹснĕ, спорт сооруженийĕсене тытса тăма та укçа ытларах уйăрнă. Спорт шкулĕсене çỹрекен ачасен йышĕ те ỹснĕ. Хальхи вăхăтри спорт бази тĕрлĕ шайри ăмăртусем ирттерме май парать. 2015 çулта Шупашкар çăмăл атлетика енĕпе командăсен Европа чемпионатне, 2016 тата 2018 çулсенче утассипе Тĕнче кубокне ирттерме ирĕк çĕнсе илнĕ. 2010 çулта республика тата Раççей шайĕнчи ăмăртусем Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче çеç иртнĕ пулсан, хальхи вăхăтра вĕсем республикăри 13 районта иртеççĕ. 2013 çулта Чăваш Енре 1700 спорт ăмăртăвĕ иртнĕ, вĕсенчен 345-шĕ _ республика тата Раççей шайĕнчисем, Пĕтĕм Раççейри пенсионерсен 1 Спартакиади пулнă. Ăмăртусене 280 пин çын хутшăннă. Физкультурăпа спорта аталантарассинчи, сывă пурнăç йĕркине тытса пырассинчи çитĕнỹсемшĕн 2013 çулхи пĕтĕмлетỹсемпе Чăваш Республики пĕрремĕш хут Раççей Федерацийĕн Правительствин премине тивĕçнĕ. Халăхсем хушшинчи "Раççей _ спорт патшалăхĕ" форум ирттерессипе Чăваш Республикин тĕп хули Шупашкар пиллĕкмĕш хула пулать.
ЧР ПА пресс-служби.
Александр БАШКИРОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕ:
- Кун пек форум республикăра иртни чăваш халăхĕшĕн пысăк чыс. Чăваш Ен чи спортивлă регион шутланни те ахальтен мар. Пирĕн районта та спорта кăмăллакансем, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем чылай. "Раççей _ спорт патшалăхĕ" форума хĕрлĕчутайсем те хастар хутшăнасса шансах тăратăп. ЧР Пуçлăхĕн Сывлăх кунĕ пирки кăларнă Указĕпе килĕшỹллĕн уйăхсерен иртекен мероприятире районта пурăнакансем те спортпа туслине курса ĕненетпĕр, кашни хутĕнче çак уява хутшăнакан йышланса пынине куратпăр. Акă августăн 9-мĕшĕнче иртнĕ Сывлăх кунне те хĕрлĕчутайсем чылаййăн тухрĕç, тĕрлĕ ăмăртура вăй виçсе хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Çак кунах районта пурăнакансем "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕн пулăшăвĕсемпе тỹлевсĕр усă курма пултарчĕç. Çакă халăхшăн питĕ меллĕ. Физкультурăпа спорт комплексĕнче футбол, волейбол, çăмăл атлетика, ирĕклĕ кĕрешỹỹ, шашкăпа шахмат, аэробика, ишев тата йĕлтĕрпе чупас секцисене çỹресе вăй-хала çирĕплетме, кăмăл-туйăма çĕклеме май пур. Кăмăл пуррисем тĕрлĕ тренажер çинче те сывлăхне çирĕплетме пултараççĕ. Физкультурăпа спорт комплексне кунсерен 200 яхăн çын çỹрени савăнтарать. Çакă паха: Сывлăхпа спорт кунĕсенче кашни уйăхрах хĕрлĕчутайсем "Хастар" ФСК пулăшăвĕсемпе тỹлевсĕр усă курма пултараççĕ. Çитес уйăхра Сывлăх кунĕ сентябрĕн 20-мĕшĕнче иртмелле. Районта пурăнакансене эпĕ Сывлăх кунĕсене хастар хутшăнма, тỹлевсĕр пулăшусемпе активлă усă курма чĕнсе калатăп. Сывлăха паянтанах упрама кирлине манас марччĕ.
Владимир МУРАЙКИН, район Пухăвĕн депутачĕ, "Нива" ЯХПК ертỹçи, спорт мероприятийĕсене хастар хутшăнакан:
- Июль уйăхĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулчĕ. Çак тĕл пулу хыççăнах РФ Президенчĕ республикăшăн пĕлтерĕшлĕ документа _ Шупашкарта октябрĕн 9-11-мĕшĕсенче халăхсем хушшинчи спорт форумне тата октябрĕн 9-мĕшĕнче РФ Президенчĕ çумĕнче физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе Канаш ларăвне ирттересси пирки хушăва _ алă пусрĕ. Эппин тĕл пулу çỹллĕ шайра иртнĕ, унăн пĕрремĕш çимĕçĕсем те пур. Пирĕн мĕнпе мăнаçланмалли тата форума хутшăнакансене кăтартмалли пурах. Эпĕ спортпа питĕ туслă пулнă май районти "Хастар" физкультурăпа спорт комплексне тăтăшах çỹретĕп. Кунта эпĕ чăннипех канатăп. Манăн чылай юлташ та спорт комплексне çỹреме вăхăт тупать. Кунта хăтлă та лайăх. Аякран килсе çỹрекен спортсменсем те çакна уççăнах палăртаççĕ. Акă августăн 10-мĕшĕнче Физкультурник кунне халалласа мини-футбол енĕпе республикăсем хушшинчи турнир иртрĕ. Унта пирĕн районăн "Нива" командипе Шупашкар тата Йошкар-Ола хулисен спортсменĕсем ăмăртрĕç. Палăртмалла, Чăваш тата Мари Эл Республикисен чысĕсене судьясен пĕрлешĕвĕн футболисчĕсем хỹтĕлерĕç. Пĕрремĕш вырăна хамăр район спортсменĕсем алăран вĕçертмерĕç, иккĕмĕшне Шупашкар футболисчĕсем йышăнчĕç, пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине кỹршĕ республикăран килсе çитнĕ хăнасем хăпарчĕç. Кун пек тĕл пулусем пĕрре мар иртнĕ, вĕсем йăлана кĕчĕç, малашне туслăх татах та çирĕпленĕ. Мари Эл тата Чăваш Республикисен судйисем пирĕн района килсе çỹрени эпир вĕсене лайăх кĕтсе илнипе кăмăллă пулнине, пирĕн ФСК-ра вĕсен сывлăхне çирĕплетме чылай услови туса панине кăтартать.