13 августа 2014 г.
Августăн 1-мĕшĕнчен тытăнса 31-мĕшĕччен район территорийĕнче "Трактор" уйăхлăх иртет. Ун вăхăтĕнче патшалăх техника асăрхавĕн инспекторĕсем районти хăй тĕллĕн куçса çỹрекен тата урăх йышши машинăсене (мини-тракторсене, квадрациклсене), вĕсен прицепĕсене тĕрĕслеççĕ, шута илеççĕ, усă курмалли палăртнă правилăсене пăсакансене тупса палăртаççĕ. Акă, 2013 çулта ирттернĕ çакăн пек уйăхлăх машинăсен хуçисен 27 проценчĕ техникăна регистрацилемелли йĕркене пăхăнманнине, патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр вăхăтра тухманнине, юсавсăр транспорт хатĕрĕпе çỹренине кăтартса панă. Иртнĕ çул уйăхлăхра 78 единица техникăна тĕрĕсленĕ, вĕсенчен нумайăшĕпе правилăсене пăхăнмасăр усă курни паллă пулнă. Аса илтеретпĕр, кăçалтан йĕркене пăсакансене памалли административлă штрафсен виçисем хăпарнă. Сăмахран, хăй тĕллĕн куçса çỹрекен машинăна вăхăтра регистрацилемесен уйрăм çынсене 1500 е 2000 тенкĕ, должноçрисене 2000-3000 тенкĕ, юридици сăпачĕсене 5000-рен пуçласа 10000 тенкĕ таран штраф параççĕ. А.ЗАМУТКИНА.