18 августа 2014 г.
Кĕскен 1885 çулта Раççей империйĕн чиркỹпе прихут шкулĕсене йĕркелес тесе вырăнсенче Училище канашне уçнă. Чăваш Республикинче икĕ (Хусан, Çĕпĕр) епархиллĕ Училище канашĕ ĕçленĕ, вĕсене чиркỹпе прихут тата хутла вĕрентекен шкулсем пăхăнса тăнă. 1917 çулхи революциччен Мăн Этмен, Пĕчĕк Этмен, Шĕмшеш ялĕсем Çĕпĕр Кĕпĕрнинчи Кăрмăш уесĕн Кăрмăш вулăсне кĕнĕ, халăх вара Пантьăк прихутĕнче тăнă. Пантьăк салинче чиркỹ çĕкленнĕ май унта прихут шкулне уçнă. И.Я.Даниловăн "Красночетайский край" кĕнекинче 1906 çулта Шĕмшешре чиркỹпе прихут шкулĕ уçăлни, унтан ăна хупни паллă. Анчах та "Кăрмăш уесĕн шкул сечĕ 1908 çулшăн" документра Мăн Этмен шкулне уçма планлани пирки сăмах пырать. Асăннă документрах Шĕмшеш ялне Серенкассинчи чиркỹпе прихут шкулĕ пĕлỹпе тивĕçтерни пирки асăнни пур. 1914 çулта чиркỹпе прихут шкулĕ Шĕмшешре те уçăлнă, унта 34 арçын ачапа 6 хĕр ача вĕреннĕ. Ачасене пĕлỹ тĕнчипе Александр Тимофеев паллаштарнă, заведующинче Григорий Афанасьевич Кокель священник-учитель тăрăшнă. Чиркỹ клир ведомоçĕнче Шĕмшешри шкул 1914 çулта уçăлнине çирĕплетнĕ. Асăннă шкула Пĕчĕк Этменте пурăнакан Михаил Никифорович Ивантаев ыйтнипе уçнă. Вăл ун чухне Пантьăкри чиркỹ Канашĕн членĕ пулнă. Шкулăн хăйĕн çурчĕ пулман пирки уроксем Павел Герасимович Селянкин килĕнче иртнĕ (халĕ ун вырăнĕнче Петр Николаевич Богатеев кил-çурчĕ ларать). 1915 çулта халăхран пухнă укçапа çĕнĕ шкул тума Хĕрлĕ Чутай чиркĕвĕн священникĕнчен, Самсоновран, пура туяннă. Çав пураран пĕр класлă шкул çурчĕ çĕкленĕ. Ăна Шĕмшешри Илья Павлович Марковăн ят çĕрĕ çинче тунă. 1918 çулта шкул пĕрремĕш хут ачасене вĕрентсе кăларнă. Йывăç çурт 1982 çулчченех ларнă, унта учительсен пỹлĕмĕпе дирекци пулнă. П.П.Пигильдин çырнă тăрăх Мăн Этменти шкулта пĕрремĕш çул 30 ача вĕреннĕ, вĕсенчен чылайăшĕ _ арçын ачасем. Шкулта чи пĕрремĕш вĕренекенсем: Василий Пуяндайкин, Кондратий Мытин, Варвара Ельмова, Агапия Михайлова, Степан Ярабаев... Мăн Этменти шкула ачасем Хирлỹкассинчен те, Çĕн Ирчемесрен те çỹренĕ. Вĕсене Утаркассинче пурăнакан Лукин Николай Семенович вĕрентнĕ. 1917 çулта çĕр-шывра совет влаçĕ йĕркеленнĕ май Кăрмăш вулăсне виçĕ пая уйăрнă: Хĕрлĕ Чутай, Пантьăк тата Турхан. Пантьăк вулăсĕн председательне Шĕмшешре пурăнакан Матвей Семенович Фондеркина лартнă, Шкул канашне вара Мăн Этменти Илья Николаевич Николаев-Монахов ертсе пынă. Çавăн пекех пур шкул çумĕнче те ашшĕ-амăш комитечĕсене йĕркеленĕ. 1919 çулта вулăс центрĕсенче вулавăшсем уçăлма пуçланă, ялсенче _ вуламалли çуртсем. Шĕмшешре те ун пек çурт уçăлнă. Вăл Андрей Пуяндайкин кил-çуртĕнче пулнă. Çак çуртра шкулта вĕренекен ачасем хутла пĕлмен ял арçыннисене хаçатсем вуласа панă. Районĕпе 6106 хутла пĕлмен çын пулнă. Шкул директорĕсемпе заведующийĕсем Чи малтанах,1914-1915 çулсенче, шкул заведующийĕнче Григорий Афанасьевич Кокель,1915 çулта _ Дмитрий Владимирович Владимиров священниксем вăй хунă. 1914-1916 çулсенче пуçламăш классене Николай Семенович Лукин вĕрентнĕ.1920-1933 çулсенче шкул заведующийĕнче Егор Филиппович Ярабаев ĕçленĕ. Вăлах 1936-1939 çулсенче ачасене вырăс чĕлхипе литература предмечĕсене вĕрентнĕ, 1939-1943 çулсенче директорта вăй хунă. Григорий Ильич Ильин шкул заведующийĕнче 1933-1934 çулсенче ĕçленĕ, истори урокĕсене ирттернĕ. Федор Иванович Челейкин директорта 1934 çулта тăрăшнă, физикăпа математика урокĕсене ертсе пынă. Григорий Иванович Арланов шкул заведующийĕнче 1934-1936 çулсенче ĕçленĕ; 1936-1937 çулсенче _ Илья Семенович Сендряков; 1937-1939 çулсенче _ Николай Васильевич Ядарин (пуçламăш классене вĕрентнĕ); 1943-1944 çулсенче _ Владимир Андреевич Захаров (директор, истори учителĕ); вăрçă пынă вăхăтра _ Таисия Сергеевна Чеблуковапа (заведующи, биологипе хими) Клавдия Васильевна Зотова (заведующи, пуçламăш классем); 1946-1947 çулсенче _ Петр Александрович Михеев (директор, пуçламăш классем); 1947-1950 çулсенче _ Никифор Тихонович Сорокин (директор, пуçламăш классем); 1950-1954 çулсем _ Павел Андреевич Магуськин (директор, истори); 1954-1960 çулсенче _ Александр Егорович Железнов (директор, истори, тăван чĕлхе); 1960-1981 çулсенче Георгий Александрович Макаров (директор, физикăпа математика); 1981-1988 çулсенче _ Александр Петрович Трофимов (директор, вырăс чĕлхипе литература); 1988-1997 çулсенче _ Владимир Иванович Немешкин (директор, вырăс чĕлхипе литература); 1997-2013 çулсенче _ Мария Ивановна Ярадаева (директор, чăваш чĕлхипе литература); 2013 çултанпа директор должноçне Игорь Нестеревич Живоев йышăнать. Григорий Афанасьевич Кокель _ священник-учитель Григорий Кокель 1883 çулхи, ноябрĕн 23-мĕшĕнче Патăрьел вулăсĕнчи Турханкасси салинче (Çĕпĕр кĕпĕрнин Буинск уесĕ) чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Пĕчĕклех ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă. Икĕ класлă шкулта пĕлỹ илнĕ. Хусанти гимназие вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Патăрьел салинчи шкулта учительте вăй хунă. Унтан пĕлĕвне Çĕпĕрти Архиерей çуртĕнче тăснă, вĕреннĕ хушăра И.Я.Яковлева кĕнекесем куçарма пулăшнă. Тăватă çултан экзаменсене аван тытса псаломщика тухнă. 1903 çулта Хусанти учительсен семинарийĕнчен вĕренсе тухнă, унтан священника вĕреннĕ. Курссене пĕтернĕ хыççăн Чăваш Республикин кăнтăр районĕсенче мессионер тивĕçне пурнăçланă. 1912-1915 çулсенче Григорий Пантьăкри Михаил Архангел чиркĕвĕн настоятелĕнче службăра тăнă. Вăл тăрăшнипе 1914 çулта Шĕмшешре хутла вĕрентекен шкул уçăлнă. Вăл унта заведующире тăрăшнă тата Турă саккунĕсене вĕрентнĕ. Вырăнти псаломщик çăхавланипе ăна 1917 çулта совет влаçĕ арестленĕ, персе вĕлермелле тунă. Мăшăрĕ Ирина тăрăшнипе (ял халăхĕнчен мăшăрĕ айăплă мар тесе алă пуснисене пухса влаçсене тăратнă) Григорий хăйĕн службине малалла Ново-Челны-Сюрбеево салинче тăснă. 1918 çулта виçĕ ачи чире пула вилнĕ, 1920 çулта _ мăшăрĕ те. Çапла, çула çитмен виçĕ ачине (Александра, Аркадий, София) Петроградри ача çуртне вырнаçтарнă Григорий, хăй вара унти Тĕн институтне вĕренме кĕнĕ. Темиçе çултан Чăваш Ене таврăннă, мăнастирсем уçас, чăваш халăхне хутла вĕрентес енĕпе нумай тăрăшнă, тĕрлĕ çĕрте епископ тивĕçĕсене пурнăçланă, епархисене ертсе пынă. Анчах та влаçсем ăна канлĕ пурăнма паман, чăваш çĕрĕ çинчен виçĕ çуллăха хăваласа янă, темиçе хутчен те арестленĕ. 1937 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнче Григорий Афанасьевича Бамлага лагерĕсенчен пĕринче (г.Свободный) персе вĕлернĕ. 2000 çулта, август уйăхĕнче, Григорий Кокеле Вырăс Православи Чиркĕвĕн Юбилейнăй Архиерей Соборĕнче Раççейĕн хĕн-асап курнă çветтуйĕсен тата ỹкĕнекенĕсен йышне кĕртнĕ.
Н.ПОЛОЗИН, истори учителĕ.