18 августа 2014 г.
"Чувашская энергосбытовая компания" УАО пĕлтернипе районти прокуратура Ачкасси тата Мăн Этмен ял тăрăхĕсен администрацийĕсем тĕлĕшпе тĕрĕслев ирттерчĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче çỹлерех асăннă ял тăрăхĕсен администрацийĕсем электроэнерги парăмĕшĕн татăлмалли вăхăта ирттерсе яни, юлашки икĕ уйăх хушшинче тỹлеменни çиеле тухрĕ. "Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен" 131 № федераллă саккунăн 14 статйин 1-мĕш пункчĕн 19-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн ял тăрăхĕн территорине хăтлăхпа тирпей-илем кỹрес (кунта урамсене çутăпа тивĕçтересси те, территорие ешĕллетесси те, урамсен ячĕсемпе çурт номерĕсене кăтартакан паллăсене вырнаçтарасси те кĕрет) ыйтусемшĕн ял тăрăхĕн администрацийĕ яваплă. Электроэнергипе тивĕçтернĕшĕн парăмпа вăхăтра татăлманни "Чувашская энергосбытовая компания" УАО килĕшỹ тăрăх хăйĕн обязательствисене пурнăçлама пăрахасси патне илсе çитерме пултарать. Ял урамĕсене çутăпа тивĕçтерме пăрахсан вара каçхи тĕттĕм вăхăтра район çыннисен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн хăрушлăх тухса тăрать. Ачкассипе Мăн Этмен ял тăрăхĕсен администрацийĕсен хăш-пĕр ĕçченĕсем хăйсен тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçласа пыманни, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ку ыйтăва тимлĕхре тытманни саккуна пăсни патне илсе çитернĕ. Явапсăрлăха пула килĕшỹре пăхса тухнă условисене пурнăçламанни пулмалла мар. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсемпе çитменлĕхсене пĕтерме район пуçлăхĕсене представлени тăратнă.
С.ДАНИЛОВ, район прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан.