18 августа 2014 г.
ЧР ял хуçалăх министрĕ С.В.Павлов çак эрнери черетлĕ планеркăна видеоконференци çыхăнăвĕпе йĕркеленĕ, унта хула округĕсен тата муниципаллă районсен пуçлăхĕсем те хутшăннă, вырма ĕçĕсене сỹтсе явнă. Хамăр района илес пулсан, районти пилĕк хуçалăхра _ "Коминтерн", "Нива", "Свобода", Н. Лисаевпа В.Никитин фермер хуçалăхĕсенче _ вырма ĕçĕсем хĕрсе пыраççĕ, пуринче те ĕçсем экватор патне çывхараççĕ. Августăн 14-мĕшĕ тĕлне районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1499 гектар лаптăкран (29,4 процент) вырса илнĕ, вăл шутра 166 гектар урпа, 30 гектар ыраш. Пĕтĕмпе 2738 тонна тĕш тырă çапса тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç 18,3 центнерпа танлашать. Чи пысăк тухăç "Свобода" колхозра _ 25 центнер. Республикăри районсенчи тухăçа пăхсан, Çĕрпỹỹ, Вăрнар, Красноармейски районĕсенче гектар пуçне 25 центнера яхăн тыр-пул илеççĕ. Чи пĕчĕкки Куславккапа Улатăр районĕсенче, 16,5 центнер кăна. Министерствăран пĕлтернĕ тăрăх, республика уй-хирĕнче 645 комбайн ĕçлет (пĕтĕмпе 902 комбайн). Пĕр комбайн пуçне 17,3 гектар тивет. Районта ку кăтарту комбайн пуçне 9,8 гектарпа танлашать. Пысăк хăватпа ĕçлекен хальхи йышши, энерги перекетлекен CLASS, Acros-530, Полесье комбайнсем хăйсен техника характеристикипе тата пирĕн тăрăхри çут çанталăкпа климат условийĕсене кура чăннипе 40 гектар таранах вырма пултараççĕ-мĕн. Çанталăк лайăх тăрсан тата вырмана пур комбайн та хутшăнсан тыр-пула пухса илессине сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме май пур, теççĕ. Ĕç çи вăхăтĕнче тыр-пул типĕтмелли, тасатмалли комплекссемпе агрегатсене йывăр тивет. Вĕсенчен 91-93 проценчĕ республикăра ĕçлеме юрăхлă. Енчен те тырă типĕтмелли агрегатсем çук пулсан ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсене "Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕ" предприятин, "Чувашхлебопродукт" обществăн пулăшăвĕпе усă курма сĕнеççĕ. Çавăн пекех тыр-пула пахалăхлă тата тăкаксăр кĕртес тесен иртнĕ çулхи опытпа усă курма чĕнсе каланă: йывăр тивекен хуçалăхсене вырмана ирттерме комбайнсем тата ытти ял хуçалăх техникине уйăрса пулăшмалла. Çав хушăрах хуçалăхсенче кĕр аки валли çĕр хатĕрлеççĕ. Республикăра кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене 100 пин гектар акса хăварма палăртнă пулсан районта 200 гектар пăхса хунă. Эрне кун тĕлне районта 68 процент çĕр хатĕрленĕ. Вăл шутра "Коминтерн" _ 400 гектар, "Нива" _ 340 гектар, Н.Лисаев фермер _ 520 гектар. Кĕр аки валли вара фермера 170 тонна тырă кирлĕ, вĕсенчен 100 тонни хатĕр. Çĕртме тăвас ĕç "Нива" тата Н. Лисаев фермер хуçалăхĕсенче пырать, вĕсенче 110 тата 250 гектаршар çĕр сухаланă. Ака-суха ĕçĕсене вăхăтра пурнăçлакан хуçалăхсем кĕр акине августăн 15-20-мĕшĕсенче тухаççĕ. Ку чухне ир акакан вăрлăхсăр юлман тенине те манмалла мар. Вăрлăха хальлĕхе районĕпе 176 тонна янтланă. Ку вăл планăн 40 проценчĕ (республикипе _ 21 процент). Тĕрĕслесе хатĕрленĕ вăрлăха 100 проценчĕпех кондицие çитернĕ. Вăрмар, Çĕрпỹỹ, Тăвай районĕсенче кĕр аки пуçланнă ĕнтĕ. Çапла, вырмапа кĕр аки хушши нумай та мар. Çавăнпа лаптăксен пысăк пайне тин кăна пухса илнĕ, пиçсех çитеймен тырра акса хăвараççĕ. Кун пек кĕр калчисем çуркаланса пĕтеççĕ, ỹсен-тăран япăх ỹсет. Специалистсем вырма хыççăн пĕр тапхăр вăй илнĕ вăрлăхпа усă курма сĕнеççĕ. Вĕсен шăтаслăхĕ пысăк. Ку тĕлĕшре куçакан фондри вăрлăх питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çак вăрлăхпа усă курни çĕнĕ тухăçа кĕтмесĕр кĕрхи культурăсене агротехника срокĕнче акса хăварма май парать. Калчасем те харăс та тикĕс шăтса тухаççĕ. Тыр-пул илесси те 2-6 центнер хушăнать. Çак çỹлерех асăннă ыйтусене министерство район пуçлăхĕсене тĕрĕслесе тăма, ял хуçалăх продукцине туса илекенсене вăрлăхпа çителĕклĕ тивĕçтерме хушса хăварнă. А.ЗАМУТКИНА.