18 августа 2014 г.
Августăн 11-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ЧР Правительствин АПК, мониторинг тата апат-çимĕç рынокĕнче лару-тăру улшăннине хăвăрт хаклакан ыйтусемпе ĕçлекен комисси тата ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Экономика канашĕн пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ. Пухăннисем РФ Президенчĕн Владимир Путинăн 2014 çулхи августăн 6-мĕшĕнчи "Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕллевпе ятарлă уйрăм экономика мерисемпе усă курасси çинчен" Указне, РФ Правительствин 2014 çулхи августăн 7-мĕшĕнчи йышăнăвне пурнăçлама ЧР территорийĕнче палăртакан мерăсем çинчен калаçрĕç. РФ Президенчĕ В.Путин Указĕпе килĕшỹллĕн Раççее хирĕç санкцисем йышăннă çĕр-шывсенчен ял хуçалăх продукцийĕ, апат-çимĕç, ытти хăш-пĕр тавар _ пурĕ 40 тĕрлĕ _ кỹрсе килессине çулталăклăха чарса лартнă. _ Продукци туса илекенсен, ăна тирпейлекенсен тата сутакансен çавна май яваплăха туйса тăмалла. Санкцисем пурне те пырса тивеççĕ. Хамăр туса илекен çимĕçе кунтах вырнаçтармалла. Вăл экологи енчен таса, шанчăклă. Тавар туса илекене те, потребителе те хỹтĕлемелле. Продукцие саккунсăр хаклатма, спекуляци тума никамăн та ирĕк çук. Астăватăр пулĕ, пĕр вăхăт хура тул кĕрпин килограмне çĕр тенкĕ майлах хаклатса янăччĕ. Малашне апла пулмĕ. Ял хуçалăхĕнче вăй хуракансен пушă тăракан управсене арендăна илмелле. Пухса кĕртнĕ çимĕçе вĕсене тултармалла. Республикăра апат-çимĕç хăрушсăрлăхне туса хумалла, _ терĕ Михаил Васильевич ларăва уçнă май. Республика малашне епле аталанасси, халăхăн пурнăçĕ хăш шайра пуласси йăлтах хамăрăн пуçарулăхран килнине палăртрĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов республикăра апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ туса хума майсем пурри çинче чарăнса тăчĕ. Çулталăкра кашни çынна медицина çирĕплетнĕ виçерен ытларах çимĕç туса илетпĕр. Çĕр улми 3 хута яхăн нумайрах та. Сĕт те хамăра çителĕклĕ. Аш-какай кăштах йывăртарах. Уйрăмах _ ĕне ашĕ, вăл нормăпа палăртнине чылай çитмест. Чăх-чĕп хăвăрт çитĕнет. "Юрма" агрохолдингра, "Акашевская" кайăк-кĕшĕк фабрикинче производство хăватне ỹстерме майсем пур. Сысна ашĕ туса илессипе Шупашкар районĕнчи "Прогресс" АХО аван ĕçлет. Кăçал производствăна 2,5 пин тонна какай туса илмелĕх сарнă. Малашне вăл 11 пин тонна паха аш туса илме тытăнĕ. _ 2015 çул тĕлне ку енĕпе çитменлĕх пулмалла мар, ыйту татăлмалла, _ калаçăва хутшăнчĕ Михаил Игнатьев. Сергей Владимирович текех 41 çĕр-шывран апат-çимĕç туянмалла маррине пĕлтерчĕ. Хамăр патăмăртах ял хуçалăхне тĕллевлĕн аталантарма май пур. СССР чухне Шупашкарти аш-какай комбиначĕ республикăра чи вăйлисенчен пĕри пулнă. Халĕ Вăрнарти тулли хăватпа (100 процент ытлашшипех) ĕçлет. Ларура Шупашкартине тепĕр хут ĕçе кĕртес шухăш пуррине палăртрĕç. Управ тăвакансене патшалăх 30 процент субсиди парса пулăшать. Çĕр улмине ана çинчен сутма чармалла. Ăна управсене тултармалла. Ытлашшине çуркунне пысăкрах хакпа вырнаçтарма май килĕ. Суту-илỹре виççĕмĕш çын _ килĕштерекен, çураçтаракан _ пулмалла маррине палăртрĕç. Вĕсене пулах ял çынни юлашки вăхăтра сĕтĕн кашни литрне 10-11 тенкĕпе те сутать. Республика Пуçлăхĕ урăхларах майсем шырамаллине, ярмăрккăсем, суту-илỹ вырăнĕсем ытларах йĕркелемеллине асăнчĕ. "Сĕт калăпăшĕ чаксан тирпейлекенсен те ĕçĕ сахалланать, çакă шалăва та витĕм кỹрет. Мĕншĕн çакна ăнланасшăн мар-ха вĕсем? Темиçе çул каялла çеç-ха кивĕ автомашинăсемпе çỹретчĕç. Халĕ _ чаплисемпе", _ терĕ вăл. Калаçу пăсăлнă çимĕçе чееленсе вырнаçтарни пирки те пычĕ. Чăх ашне пĕр вăхăт Белгородран кỹрсе килнĕ. Кунта миçе талăк килет вăл, сентре çине хăçан тухать _ вăхăчĕ, паллах, самаях иртет. Апла пулин те кăштах йỹнетеççĕ те пите хĕретмесĕрех сутаççĕ. "Ой, йỹнĕ-ха ку", _ тесе пенсионерсем савăнсах туянаççĕ. _ Унашкал тĕслĕхпе эпĕ те тĕл пултăм, _ терĕ ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов. _ Арăм чăх какайĕ туяннă. Тирпейленĕ кунĕ вара _ Ыранхи. Мĕнле ăнланмалла? Срокне çĕнĕрен палăртнă та _ вăхăчĕ çитмесĕрех сутма тытăннă. Манса кайнă ĕнтĕ ун çинчен. Халăха куç умĕнчех улталаççĕ. ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илỹ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова апат-çимĕç хакĕсен инфляцийĕ епле йĕркеленнипе паллаштарчĕ, нумай цифра илсе кăтартрĕ. Кăçал, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, чылай çимĕçĕн хакĕ хăпарнă. Август-сентябрь уйăхĕсенче, сезон вăхăтĕнче, пахча çимĕç хакĕ чакать. Çавăнпа та çителĕклĕ туянса хĕл каçмалăх саппас хатĕрлемеллех. Хак епле йĕркеленесси продукци калăпăшĕнчен килет. Вăл ытлă-çитлĕ пулсан, паллах, йỹнелет. Ăна сутасси пахалăхĕнчен, тасалăхĕнчен, тавара епле чĕркенинчен нумай килет. Михаил Игнатьев юлашки вăхăтра районсенче ĕçлĕ çул çỹревре пулчĕ, лавккасене кĕрсе курчĕ. Шел те, хамăрăн тавар сентре çинче питĕ сахал. Ютран килекенни илемлĕрех-мĕн. Сутуçăсемшĕн пĕрех _ хăвăртрах вырнаçтарса пултăр та кĕсьене укçа ытларах кĕтĕр. Чăваш продукцине сутассишĕн хыпăнсах çунни курăнмасть. Тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçламан сутуçăсем пытанма ăста иккен. Е ăçта та пулин кайнă е чирлесе ĕçе тухман. "Вăрнарта тăпăрча ăçтан кỹрсе килнине никам та ăнлантараймарĕ. Вулама май çук вĕтĕ çырнă, _ терĕ республика Пуçлăхĕ. _ Урамра автомашина çинчен сутăнакан кашни таварăн сертификат пулмалла". Унтан алкоголь продукцийĕ пирки аса илчĕ. Чăваш эрехĕ кăçал сахал сутăннипе кăмăлсăр пулнине палăртрĕ. "Акцизсен калăпăшĕ чакнипе 300 млн тенкĕ çухатрăмăр, _ терĕ. _ Унпа икĕ лайăх ача сачĕ тума пулатчĕ". В.ГРИГОРЬЕВ.
Александр СТЕПАНОВ, район пуçлăхĕ, районти потребительсен обществин председателĕ:
- Эпĕ, район пуçлăхĕ тата тавар туса илекен предприятисен ертỹçи пулнă май, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн тата Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Указĕсемпе килĕшетĕп. Вĕсем халăха кирлĕ Указ йышăннă тесе шутлатăп. Хамăр патра туса илнĕ продукци пахалăхлăрах, шанчăклăрах тата экологи тĕлĕшĕнчен тасарах. Урăх çĕр-шывран илсе килнисен вара хуплашкисем, тĕсĕсем кăна хитре, пахалăхĕ вара пачах та çук. Эпир хамăр патрах продукци туса илеетпĕр. Акă районти "Янтарь" тулли мар яваплă обществăнах илер. Кунта район валли кăна мар, республика валли те мĕн тĕрлĕ продукци туса кăлармаççĕ-ши? Юлашки çулсенче хамăр продукцие вырнаçтарма йывăртарах пулчĕ, кунта ытти çĕр-шывсенчен тĕрлĕ апат-çимĕç илсе килни витĕм кỹчĕ. Аса илĕр-ха, маларах ку заводра (ăна вăл вăхăтра апат-çимĕç типĕтекен завод теттĕмĕр) çĕр улмипе сухан та типĕтнĕ, тĕрлĕ варени те пĕçернĕ тата ытти чылай продукцие те аякка ăсатнă. Хамăр тавара ыйтакан нумай пулнă. Ку Указа йышăннă хыççăн лару-тăру ырă енне улшăнасса шанатпăр. Тавар туса илекен предприятисем харпăр хăй продукцине чăрмавсăр вырнаçтарма тытăнсан хăйсен ĕç калăпăшне те ỹстерме пултарĕç, çынсем валли ĕç вырăнĕсем те пулĕç. Ĕлĕкренех чăвашсем хăйсем туса илнĕ продукцие сутма аякри пасарсене çỹресе услам тунă. Анчах та пĕр вăхăт продукцие вырнаçтарма майсем пулманни чăрмав кỹнĕ. Ку Указ хресченсене савăнтарма тивĕç. Районта пурăнакансем те малашне çĕр улмие ытларах çитĕнтерсе туса илме пуçлаççех пулĕ. Пан улми те кĕркунне пирĕн тăрăхра тухăçĕпе савăнтарать. Малашне вăл та сая каймастех ĕнтĕ, халăх ăна та вырнаçтарма пултарĕ. Çакна та пĕлтересшĕн: çитес кунсенче завод пан улми сĕткенне кăларма тытăнĕ. Хамăр патра туса илнĕ таса продукци малашне сентресем çинче тĕп вырăн йышăнасса, хресчен ĕçĕ-хĕлĕ хисепре пуласса шанатăп.
Валерьян БРОМБИН, "Свобода" колхоз председателĕ:
- Çĕр-шыв ертỹçин Владимир Путинăн тата республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Указĕсене ырлатăп. Чи пĕлтерĕшли _ Указсем хамăрăн хуçалăхсене аталантарма пулăшаççĕ. Капла Чăваш Республикинчи пысăк лавккасенче те чăваш хресченĕ туса илекен çĕр улмине, аш-какая, пахча çимĕçе ытларах курма, туянма май килĕ. Çĕр çинче ĕçлекеншĕн çитĕнтернĕ çимĕçе сая яни мар, тăкаксăр вырнаçтарни паха-çке. Çакă ял хуçалăх продукцине ытларах туса илес кăмăла çĕклет, ял ĕçченне татах та тăрăшарах ĕçлеме хистет. Хресченĕн çăмăл мар ĕçне тинех тивĕçлипе хисеплессе, ял хуçалăх продукцийĕн хакĕсем ỹсессе шанатăп.