АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Кашни шкулта кăтартуллă йĕрке пулмалла"

20 августа 2014 г.

"Кашни шкулта кăтартуллă йĕрке пулмалла"

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем кăна юлчĕç, çавăнпа та хальхи вăхăтра районти шкулсенче ачасене кĕтсе илме хатĕрленсе хăтлăх кĕртессипе юлашки ĕçсем пурнăçланаççĕ. ЧР Вĕренỹ министерстви пĕлтернĕ тăрăх, республикăри шкулсене çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрлесе çитернине тĕрĕслес тапхăр вĕçленнĕ. Апла пулсан, ятарлă комисси районти пур шкула та _ вĕсем вара пирĕн пурĕ 10 _ йышăннă. Мĕнле ĕçсем туса ирттернĕ-ха районти шкулсенче Пĕлỹ кунне хатĕрленсе? Мишеркасси тата Мăн Этмен шкулĕсен акт залĕсенче тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Мишеркассипе Шулю шкулĕсен çи виттийĕсене юсанă, Питĕркассипе Атнар шкулĕсенче электроçутă тытăмне çĕнетнĕ. Атнар, Питĕркасси, Хĕрлĕ Чутай, Шулю, Мишеркасси шкулĕсенче пушара хирĕçле оборудовани вырнаçтарнă, ытти шкулсенче те пушар тухас пулсан çакăн пирки пушар чаçне автосигнал пымалли хатĕрсене вĕренỹ çулĕ вĕçлениччен вырнаçтарса пĕтерĕç. Çапах та ку çĕнĕ сăрă шăрши кĕрекен шкулсенче юсав ĕçĕсем вĕçленнине пĕлтермест. Акă, Мăн Этмен тата Атнар шкулĕсенче "Единая Россия" политика партийĕ ирттерекен "Ача-пăча спорчĕ" проектпа килĕшỹллĕн спортзалсене тĕпрен юсаççĕ. Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче "Чăрмавсăр хутлăх" патшалăх программине пурнăçласа хевтесĕр ачасене юрăхлă хутлăхпа тивĕçтерес тесе пандуссем, çĕнĕ алăксем лартма, урайсем улăштарма, нушникре юсав ĕçĕсем ирттерме палăртнă. Çак ĕçсем сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçленмелле. Шкулсенче юсав ĕçĕсем мĕнле шайра пынине район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров хăй тĕрĕслет. Атнар тата Мăн Этмен шкулĕсене çитсе курнă та ĕнтĕ вăл. Тунти кун, августăн 18-мĕшĕнче, район ертỹçисемпе ирттернĕ планеркăра Александр Викторович çапла каланă: "Кашни шкула çитетĕп, пур вĕренỹ учрежденийĕнче те кăтартуллă йĕрке пулмалла..." Паллах, подрядчиксем тăрăшнипе тата педагогсемпе ашшĕ-амăшĕ, шкул ачисем пулăшнипе пурнăçланакан тĕрлĕ шайри юсав ĕçĕсем хыççăн пур çĕрте те _ шкул çурчĕсенче те, вĕсен тулашĕнче те _ тасаран та таса пулмалла. Çапла кăна ачасене çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче тивĕçлĕ кĕтсе илме пулать. Палăртмалла, паян республикăра, çавăн пекех пирĕн районта иртекен Пĕрлехи информаци кунĕнче сỹтсе явакан ыйтусенчен пĕри вăл _ шăпах шкулсене çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрлесси. Сăмах май, паян Шупашкарта вĕренỹ ĕçченĕсен республикăри конференцийĕ пуçланнă, пысăк педканаш ыран вĕçленет. Конференци ĕçне районти хăш-пĕр педагогсем тата райадминистраци пуçлăхĕ Александр Башкиров хутшăнĕç. Калас пулать, районти педагогсен канашлăвĕ августăн 28-мĕшĕнче иртĕ. А.КАРПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика