20 августа 2014 г.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсен машинăпа трактор паркĕсенче кивĕ техника сахал мар. Вĕсене юсама, ĕçе кĕртме укçа-тенкĕ чылай кирлĕ. Çавăнпа хуçалăхсен ертỹçисем çĕнĕ йышши техника туянма тăрăшаççĕ. Ку тĕлĕшпе уйрăмах "Коминтерн", "Нива" ЯХПК-сене, "Свобода" колхоза, Николай Лисаев фермера ырăпа асăнас килет. Иртнĕ çул Николай Лисаев фермер 5,5 миллион тенкĕлĕх "Палессе GS12" тыр-пул пухмалли нумай функциллĕ комбайн, кăçал çур акине тухиччен "Агротехкомплект" ТЯО-ран МТЗ-892, МТЗ-892.2 тракторсем туянчĕ. Вĕсем 700 тата 750 пин тенкĕ тăраççĕ. Унсăр пуçне фермерăн паркĕ çĕнĕ сеялкăпа тата культиваторпа пуянланнăччĕ. "Коминтерн" хуçалăх та машинăпа трактор паркне çĕнетсех тăрать. Иртнĕ çул вăл пăрçа çапса илмелли ЖЗБ-4,2 жатка илнĕччĕ, кăçал çуркунне "Агромашснаб" ТЯО-ран МТЗ-82.1 трактор тата сеялка туянчĕ. "Свобода" колхоз та юлашки вăхăтра "Енисей" комбайн тата выльăх апачĕ янтлама КДП-3000 "Палессе FT40" комбайн, ХТЗ 150К трактор, роторлă косилка туянма мехел çитернĕ. Çĕнĕ техника туяннă хуçалăхсен шутне ĕç пуçарнă фермерсене те кĕртмелле. Сăмахран, В.А.Устинов кăçалхи çур çулта трактор, утă çулмалли, тĕркемсене çĕклемелли, тиемелли тата ытти хатĕрсем туяннă. И.М.Ижендеев фермер вара утă-улăм тураса пухмалли, çулмалли, тиемелли хатĕрсем тата сумалли аппарат илнĕ. Палăртмалла, çĕре хатĕрлес, акас ĕçсенчен пуçласа выльăх-чĕрлĕх апачĕ янтлас, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса илес, выльăх апатне фермăсене валеçес ĕç таранах халĕ çĕнĕ техникăпа усă курма пулать. Техника хатĕрĕсене çĕнетни пысăк тухăç патне илсе пырать. Сăмахран, "Коминтерн" хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхĕ ахальтен мар пысăк. Халĕ вырма ĕçĕсем пынă май, çакна та палăртмалла. Районти хуçалăхсенче пĕтĕмпе 19 комбайн шутланать. Вĕсенчен 10-13-шĕ вырмана хутшăнать. Пысăк хăватпа ĕçлекенсен шутне "Коминтерн" хуçалăхри "ACROS-530" комбайна (сăн ỹкерчĕкре) кĕртмелле. Ку хăватлă техника пĕрремĕш хут вырмана 2009 çулта тухнă. Ял хуçалăх производствинче пысăк хăватпа ĕçлекен хальхи йышши техникăна районта туянни çинчен: 2012 çул 10 единица ял хуçалăх техники (пĕтĕмпе 7 миллион ытла тенкĕлĕх). 2013 çул 15 единица ял хуçалăх техники (13,570 миллион тенкĕлĕх). 2014 çул (çур çулта) 20 единица ял хуçалăх техникипе оборудовани (6,006 миллион тенкĕлĕх). Çапла, аталанса пыракан хуçалăхсем çĕнĕ техника туянмалли майсем тупаççех. Çак тĕллевпе инвестици кредичĕсемпе, лизинг мелĕпе тата хăйсем ĕçлесе илекен укçа-тенкĕпе усă кураççĕ.
А.ЗАМУТКИНА хатĕрленĕ.