АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшсан хăтлăх кĕртме пулать

20 августа 2014 г.

Тăрăшсан хăтлăх кĕртме пулать

Район больницинче юлашки вăхăтра юсав ĕçĕсем ирттернĕрен чылай ырă улшăну пулни тỹрех куçа курăнать. Больница çуртĕнче кăна мар, унăн тулашĕнче те тасалăхпа илемлĕх, хăтлăх хуçаланни те савăнтарать. Пур çĕрлĕ тĕрлĕ тĕслĕ чечексем, поликлиника умĕнче _ ларса канмалли саксем. Поликлиникăпа стационар уйрăмĕсен çурчĕсен картишĕнче те таса та илемлĕ халĕ, кунта клумбăсем çинче чечексем ешереççĕ, кивĕ урапасенчен касса ăсталанă "акăшсем" илĕртỹллĕн "ишеççĕ". Васкавлă пулăшу уйрăмĕн айккинче вара чечексемпе панулмийĕсене йăтайми ларакан улмуççисем хушшинчи сак çине шурă халатлă "тухтăр" "канма ларнă". Çакăнтах "кăмпасем" "шăтса тухнă"... Çак илемлĕхе тăвакансем _ хирургипе реанимаци уйрăмĕсен ĕçченĕсем иккен. Пушă вăхăтра райбольница территорине хăтлăх кĕртме вăхăт тупнăшăн мухтамалла кăна вĕсене. Таврана тирпей-илем кĕртесси хамăртан çеç килет тесе ахальтен каламаççĕ пулĕ. Тăрăшмалла, ỹркенмелле мар кăна... А.КАРПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика