20 августа 2014 г.
Пирĕн çĕр-шывра наркотиксемпе çыхăннă ятарлă саккунсем ĕçлеççĕ, Уголовлă кодексра та статьясем пăхса хунă. Тухтăрсем хушмасăр наркотик йышăнакансене уголовлă явап кĕтмест, анчах та административлă айăплав пурах. Саккунпа килĕшỹллĕн сутас тĕллевпе наркотик хатĕрĕсемпе усă курни, упрани, илсе çỹрени уголовлă преступлени шутланать. Наркотиклă хатĕрсене туса кăларакан, сутакан, ярса паракан тата ыттисене наркотиксем йышăнма хистекен çынна уголовлă явап кĕтет. Çул çитменнисемпе ĕçлекен инспектор "Полици тата ачасем" акци вăхăтĕнче шкулсенче вĕренекенсемпе калаçусем, анкетировани ирттерет, çапла майпа ачасене наркотиксем пурнăçшăн сиенлĕ япаласем пулнине ăнлантарма тăрăшать. Шел те, çамрăксем хушшинче наркомани сарăлсах пырать. Мĕншĕн-ха эпир, наркотик япăх пулнине пĕлсех, ăна хамăр пурнăçа кĕртетпĕр? Нивушлĕ пире япăххи килĕшет? Пире ачаранах лайăххипе япăххине уйăрма вĕрентеççĕ-çке? Пирĕн умра тăракан тĕп задачăсенчен пĕри вăл _ ачасене наркотиксен сиенĕ çинчен пĕлтерсе, ăнлантарса тăрасси. Ашшĕ-амăшĕн те ачисене тимлĕх уйăрсах, тĕрĕслесех тăмалла. Ача аслисенчен ытларах укçа ыйтни, килтен япаласем çухалма пуçлани, хăйне йĕркесĕр тытни, суйни, унăн тĕлĕнмелле юлташсем тупăнни сисчĕвлентерме кирлĕ _ çакă ача наркотиксемпе туслашнине пĕлтерме пултарать. Çавăнпа та аслисене асăрхаттарса çапла калас килет: ачăрсен пурнăçĕ сирĕн алăра _ тимлĕ пулăр!
Н.КРАСНОВА, районти полици уйрăмĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕ.