АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кун йĕркинче - пĕлтерĕшлĕ ыйтусем

25 августа 2014 г.

Августăн 20-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Кун йĕркинче пăхса тухнă тĕп ыйтусенчен пĕрисем _ 2014 çулти республика бюджечĕн çур çулхи пурнăçланăвĕ тата социаллă экономика аталанăвĕ, шкулсене çĕнĕ веренỹ çулне хатĕрлесси. Унсăр пуçне тĕп хуларан Чăваш Республикин Шутлавпа тĕрĕслев палатин председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Швардаков ертсе пынипе килсе çитнĕ информаци ушкăнĕсем уй-хир ĕçĕсемпе, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха кĕркуннехи-хĕллехи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлессипе, нумай хваттерлĕ çуртсенче пĕтĕмĕшле пурлăха тĕпрен юсама фонд йĕркелемелли мелсене суйлассипе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ. Информаци ушкăнĕсем районти пур ял тăрăхне те çитсе ĕç коллективĕсемпе, ял халăхĕпе тĕл пулса калаçнă, граждансен уйрăм ыйтăвĕсем çине хуравланă, чылайăшне вырăнтах татса панă. Сергей Швардаков ертсе пыракан ушкăн район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Башкировпа пĕрле Пантьăк ял тăрăхĕнче пулнă, Николай Лисаев фермер хуçалăхĕнчи йĕтем çинче пыракан ĕçсемпе паллашнă. Юлашкинчен информаци ушкăнĕсем райадминистрацинче пĕрле пухăнса пĕтĕмлетỹ тунă, граждансем панă ыйтусене тишкернĕ, вĕсене татса парас енĕпе тумалли ĕçсем пирки калаçнă. А.ТИМОФЕЕВА.

Сергей ШВАРДАКОВ, Чăваш Республикин Шутлавпа тĕрĕслев палатин председатель тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ:

- Пĕрлехи информаци кунĕнче сỹтсе явнă тĕп ыйтусенчен пĕри республикăн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи пĕтĕмлетĕвĕ пулчĕ. Ултă уйăхра промышленноçпа ял хуçалăх производствин, инвестицисен, строительство ĕçĕсен, çурт тăвассин, вак тавар çаврăнăшĕн, халăха тỹлевлĕ пулăшу кỹрессин, номиналлă тата чăн-чăн ĕç укçин, халăх чăннипех усă куракан укçа тупăшĕн калăпăшĕ ỹсни палăрнă. Çакă паянхи кун тĕлне Чăваш Республикин экономики ỹсĕм çулĕпе пынине пĕлтерет. Республикăри чылай предприяти ("В.И.Чапаев ячĕллĕ ЧПО" УАО, "КАФ" УАО, "Элара" УАО, "ИЗВА" ТЯО, "Вăрнарти аш-какай комбиначĕ" ТЯО тата ыттисем) кăçалхи пĕрремĕш çур çулта иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан производство калăпăшĕсене ỹстерсе пырса ĕçленĕ. Ял хуçалăхне илес пулсан, 2014 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, пур категорири хуçалăхра та мăйракаллă шултра выльăх хисепĕ ỹсни савăнтарать _ вĕсен шучĕ 211,8 пин пуçпа танлашнă. Строительствăра пурнăçлакан ĕç калăпăшĕ те ỹссе пырать _ кăçалхи пĕрремĕш çур çулта, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, республикăра тунă хваттерсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 248,7 пин тăваткал метрпа е 103,1 процентпа танлашнă. Халăх чăннипех усă куракан укçа тупăшĕ 2014 çулхи январь-июнь уйăхĕсенче, 2013 çулхи январь-июнь уйăхĕсемпе танлаштарсан, 1,2 процент ỹснĕ. Номиналлă тỹленĕ уйăхри вăтам ĕç укçи 2014 çулхи çур çулта 20275,5 тенкĕпе танлашнă, пĕлтĕрхи январь-июнь уйăхĕсемпе танлаштарсан 10,1 процент ỹснĕ. Потребитель хакĕсен индексне шута илсе шутланă чăн-чăн ĕç укçи 2,8 процент ỹснĕ. Чăваш Республикинче халăх шучĕ хăй хальлĕн ỹсесси чарăнса ларманни те савăнтарать _ 1000 çын пуçне вăл Ç0,3 пулнă. Хĕрлĕ Чутай районне илес пулсан, районăн пĕрлештернĕ бюджетне тупăш тĕлĕшпе 106,3 млн тенкĕлĕх е тĕрĕслетнĕ планăн 47,7 проценчĕ чухлĕ пурнăçланă (иртнĕ çулхи шайпа танлаштарсан _ 91,9 процент), вĕсенчен ял тăрăхĕсен бюджечĕсен тупăш пайĕ 14,8 млн тенкĕлĕх е çулталăкăн тĕрĕслетнĕ планĕн 34,4 проценчĕ (иртнĕ çулхи шайăн 68,5 проценчĕ) чухлĕ пурнăçланнă. Районти организацисенче (пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсене шута илмесĕр) ĕçлекенсен кăçалхи май уйăхĕнчи ĕç укçи 17205,6 тенкĕпе танлашнă, çакă республикăри вăтам ĕç укçинчен (23051,1 тенкĕ) 25,4 процент пĕчĕкрех. 2014 çулхи апрель уйăхĕпе танлаштарсан районта ĕç укçи 2,7 процент ỹснĕ. Район экономикинче ял хуçалăхĕ тĕп вырăн йышăнать _ 2014 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 8 ял хуçалăх предприятийĕ, икĕ ял хуçалăх кооперативĕ, 16 хресченпе фермер хуçалăхĕ ĕçлет, уйрăм хушма хуçалăхсем _ 9680. Мăйракаллă шултра выльăх асăннă пур хуçалăхра та 10303 пуç е иртнĕ çулхи шайпа илсен 86,1 процент шутланать. Ултă уйăх хушшинче районта 76 ача çуралнине шута илнĕ, 2013 çулхи ултă уйăхпа танлаштарсан 8 ача сахалтарах çуралнă. Пĕтĕмĕшле илсен, Хĕрлĕ Чутай районĕнче пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси те, ял тăрăхĕсен чиккисенче пурте усă куракан автомобиль çулĕсене тата çуртсем хушшинчи çулсене юсасси те пурнăçланать, физкультурăпа спорт та аталанать, тĕрлĕ культура мероприятийĕсем иртеççĕ, тыр-пул пухса илес ĕç тата шкулсене çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрлесси малалла пырать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика