25 августа 2014 г.
2014 çулхи май уйăхĕн 21-мĕшĕнче Пĕрлехи информаци кунĕнче граждансенчен килнĕ ыйтăвăн хуравĕ
Сĕт сутнăшăн илмелли хак палăрмаллах _ 1 литрĕ 12 тенке çити (24 тенкĕ пулнă) чакрĕ. Çак ыйтăва Чăваш Республикин Правительствин шайĕнче татса пама, хаксем пĕчĕкленнине чарса лартмалли мерăсем йышăнма çук-и?
Н.МИГУШКИН, Атнар сали.
- Раççей Федерацийĕн саккунĕсем сĕтĕн сутăн илмелли хакĕсене патшалăх йĕркелессине пăхман. Ку хак рынокра продукцие мĕнлерех ыйтнине тата сĕннине кура йĕркеленет. Ял хуçалăх продукчĕсем тата сĕт сутăн илмелли хаксем сезона кура улшăнаççĕ. Акă çуркуннехи-çуллахи тапхăрта производство калăпăшĕсем ỹснĕ май продукци кирлинчен ытларах сĕнеççĕ, çавна май хаксем чакаççĕ. Хĕллехи вăхăтра пачах урăхла _ сĕт сахалрах суса илнипе хаксем ỹсеççĕ. 2013 тата 2014 çулсенче республикăри ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансемшĕн хаксем лайăх пулнă. Вĕсем маларахри çак тапхăртинчен 45-50 процент пысăкрах. Сĕт сутăн илмелли хаксем пысăкланнипе сĕт тата сĕт продукцийĕ курттăммăн сутмалли хаксем те ỹснĕ. Вĕсем иртнĕ çулхи тапхăртинчен 25-36 процент ỹснĕ. Сĕт тирпейлекен предприятисем сезона кура февраль уйăхĕн иккĕмĕш çурринчен хаксене чакарнă. "Агро-Инноваци" предприяти пĕлтернĕ тăрăх _ Чăваш Республикин сĕт тирпейлекен предприятийĕсенче 1-мĕш сортлă сивĕтнĕ сĕт сутăн илмелли хак (1 килограмшăн апрель уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне 19 тенкĕ те 68 пус пулнă. Ку вăл иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 6 тенкĕ те 7 пус (е 44,6 процент) пысăкрах. Апрель уйăхĕнче "Вăрнарти типĕтнĕ сĕт завочĕ" обществăра, "Фирма Акконд-Агро" акционерсен обществинче тата ытти çĕрте сĕт тата сĕт продукцийĕ курттăммăн сутмалли хаксене чакарнă.