АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наркотиксăр пурăн! Пурнăç хаклăрах!

25 августа 2014 г.

Наркотик хатĕрĕсене саккунсăр çаврăнăша кĕртни, тĕрĕсрех каласан, вĕсене саккунсăр туянни, упрани, туни, турттарни, усă курни, сарни тата сутни халăх сывлăхне хирĕç тунă преступлени шутланать. Çакăншăн РФ саккунĕсемпе килĕшỹллĕн уголовлă тата административлă явап тыттараççĕ. РФ КоАП-ĕн 6.8. статйи наркотик хатĕрĕсене, психотроплă япаласене е вĕсем евĕрлĕ хатĕрсене саккунсăр çаврăнăша кĕртнĕшĕн тата наркотиклă ỹсен-тăрана упранăшăн, турттарнăшăн, туяннăшăн 4 пинрен пуçласа 5 пин тенкĕ таран административлă штраф пама пултараççĕ е вун пилĕк талăклăх арестлеççĕ. Асăннă статьяра сутас тĕллевсĕр туяннă наркотик хатĕрĕсене е психотроплă япаласене хăйĕн ирĕкĕпе тавăрса паракана административлă яваплăхран хăтарассине палăртса хăварнă. РФ КоАП-ĕн 6.9. статйинче те наркотик хатĕрĕсемпе е психотроплă япаласемпе тухтăр хушмасăрах усă курнăшăн çỹлерех асăннă евĕрлĕ яваплăх пăхса хунă. Тухтăр çырса памасăрах наркотик хатĕрĕсемпе усă курнă çын сиплевпе профилактика учрежденине хăй ирĕкĕпе пынă пулсан та йĕркене пăснăшăн явап тытасран хăтараççĕ. Наркоманипе чирлĕ тесе çирĕплетнĕ йĕркепе йышăннă çынна вăл хăй килĕшнипе сиплевпе профилактика учрежденине сывалма яма пултараççĕ, ăна административлă явап та кĕтмест. Çỹлерех асăннисене ăша хывса пурне те тĕрĕс суйлав тума, наркотиксемсĕр пурăнма чĕнсе калатăп. Асра тытăр: наркотик йышăнни вилĕмпе вĕçленет.

В.БЕЛОВ, районти полици уйрăмĕн начальник çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика