25 августа 2014 г.
Раççей историйĕнчи пĕрремĕш Хĕллехи Олимп вăййисем вĕçленнĕренпе çур çул çитрĕ. Пирĕн спортсменсемшĕн "ылтăнпа" палăрнă вăйăсен Олимп паркĕнче хальхи вăхăтра мĕн пулса иртет-ха? Чылайăшне кăсăклантарать пулĕ çакă. Манăн та кун пирки питĕ пĕлес килчĕ. Хĕлле, шăп Олимпиада пулнă вăхăтра, Сочире пулса курма май килмерĕ, çавăнпа çулла та пулин унта çитсе курма шутларăм... Пĕр енче _ мăнаçлă тусем, тепĕр енче _ Хура тинĕс. Çакăн пек илемлĕ вырăнта _ 200 гектар çинче _ вырнаçнă Олимп паркĕ. Нумаях пулмасть унта çемьепе экскурсире пултăмăр эпир, тĕнчен спорт историне кĕрсе юлнă вырăна курса савăнтăмăр. Олимпиада вăхăтĕнче тĕрлĕ ăмăртусем иртнĕ пур сооружени те хăй вырăнĕнчех ларать, анчах та хальлĕхе вĕсемпе усă курсах каймаççĕ, туристсене те пур çĕре те кĕртмеççĕ. Экскурсовод пĕлтернĕ тăрăх, Олимп вăййисене уçнă тата хупнă церемонисем иртнĕ "Фишт" стадионта малашне футболла вылĕç, "Шайба" пăр аренинче Пĕтĕм Раççейри Ачасен спорт тата сывлăха çирĕплетмелли центрĕ пулĕ... "Айсберг" пăр керменĕнче вара эпир пулнă хыççăн темиçе кунтан паллă спортсменăн Илья Авербухăн пăр шоувĕ пулассине пĕлтĕмĕр. Чукун çул вокзалĕнче электричкăран тухсассăнах юхса выртакан фонтан илемлетекен пусма картлашкисемпе Олимп паркне анма пулать. Сăмах май, парка харпăр хăй машинисемпе пыракансене те кĕртеççĕ. Паркăн самай варринче вырнаçнă Олимп çулăмĕн Чашăкĕ катаранах курăнать. Хĕллехи Олимпиада вĕçленсен унăн çулăмне яланлăхах сỹнтернĕ пулин те, 50 метрлă конструкцие пăсман, паркрах хăварнă. Халĕ вăл _ спорт историйĕн хăйне евĕрлĕ палăкĕ. Çак вырăнта хăçан та пулин татах Олимпиада _ хĕллехи е çуллахи, пĕлтерĕшлĕ мар _ иртес пулсан та ăна текех çутма юрамасть, урăх Чашăк тумалла. Хальхи вăхăтра Олимп çулăмĕн Чашăкĕ патĕнче питĕ илемлĕ фонтан куçа илĕртет. Таврана каç сĕмĕ çапсан вăл тĕрлĕ тĕссемпе те çуталать иккен. Эпир Олимп паркĕнче кăнтăрла пултăмăр, апла пулин те Петр Чайковский композитор кĕввипе илĕртỹллĕн "ташлакан" фонтана чунтанах курса килентĕмĕр. Эпир пулнă вăхăтра Олимп паркĕнче каллех строительство ĕçĕсем пыратчĕç. Кăçалхи октябрĕн 19-мĕшĕнче кунта "Формула-1" ăмăртăвăн "Раççейĕн Гран-Прийĕ" иртет. Çак кунсенче тĕнче шайĕнчи ăмăрту валли хатĕрленĕ трассăна "Формула-1" директорĕ Чарли Уайтинг пысăк хак пани паллă пулчĕ. Палăртмалла, Олимп паркĕнче спорт мероприятийĕсем кăна пулмаççĕ. Акă, кăçалхи сентябрĕн 18-21-мĕшĕсенче кунта Халăхсем хушшинчи инвестици форумĕ иртмелле. Шел те, Олимп паркĕнче экскурсире эпир çур сехете яхăн кăна пултăмăр, çакна пула пур çĕре те çывăха çитсе кураймарăмăр, катаран кăна пăхса килентĕмĕр. Çавăнпа та манăн Олимп паркĕнче пулса курас текенсене çапла сĕнес килет _ кунта курса çỹреме ятарласа пĕр кун уйăрсан лайăхрах (паркра ахаль курса çỹренĕшĕн укçа тỹлемелле мар). Çапла тусан çакăнтах вырнаçнă, ачасене ытларах илĕртекен "Сочи-паркра" савăнма та (тỹлесе кĕмелле), Хура тинĕс çыранĕн илемлĕ урамĕнче уçăлса çỹреме те, Олимп паркĕ тăрăх кунтах проката паракан велосипедсемпе ярăнма та май пулĕ.Пĕр пулăм çинчен кăна ан манăр _ паркра апатланма хаклă, çавăнпа та хăвăрпа бутербродсем илсен аванрах пулĕ. Пĕтĕмĕшле илсен вара Сочи таврашĕнче пулса курма шут тытнисене Олимп паркне çитсе килмеллех тесе шутлатăп. Хам та савăнсах унта тепĕр хут пулма, тĕплĕнрех паллашма хатĕр... Алина КАРПОВА.