27 августа 2014 г.
"Шăрпăк _ ачасем валли тетте мар", _ тенине эпир пурте илтнĕ. Пĕчĕккисем те çакна асрах тытчăр тесе тăрăшасси _ аслисен тивĕçĕ. Турра шĕкĕр, кăçал паянхи куна районта ачасем вут-çулăмпа алхаснăран пушар тухнă тĕслĕхсем пулман, çапах та ку лăпланса лармаллине пĕлтермест. Августăн 21-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче иртнĕ Хăрушсăрлăх кунĕнче çак ыйтăва та пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Çавăнпах пулĕ мероприятие "Пилеш" ача сачĕн аслă ушкăнне çỹрекен ачасем те хутшăнчĕç. Хăйсем пушар хăрушсăрлăхĕ пирки мĕн пĕлни çинчен вĕсем пухăннисене сăвăласа каласа пачĕç. Хăрушсăрлăх кунне килсе çитнĕ пушар сỹнтерекенсен пулăшуçи Константин-01 вара ачасене те, аслисене те пушар ан тухтăр тесен мĕнле правилăсене пăхăнмалли çинчен калакан буклетсем валеçсе пачĕ. Хаваспах илчĕç ачасем тĕлĕнмелле "пушар сỹнтерекен" аллинчен тĕрлĕ тĕслĕ хутсене. Килте е садикре аслисемпе пĕрле унта мĕн çырнипе паллашрĕç, çĕннине нумай пĕлчĕç пулĕ. Аслисем ачисене тимлĕхре тытсан, мĕн тума юраманни çинчен пĕчĕккисене аса илтерсех тăрсан инкек те пулмĕ. А.КАРПОВА.