АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăн Этмен шкулĕн историйĕ

27 августа 2014 г.

1930 çулхи июлĕн 25-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри большевик-коммунистсен партийĕн тĕп комитечĕ 8-10 çулхи ачасене пурне те пуçламăш пĕлỹ памалли çинчен йышăну тăвать. Çавна май тăван чĕлхепе пуçламăш пĕлỹ илекенсен шучĕ палăрмаллах ỹсет, вĕренмелли пỹлĕмсем çитейми пулаççĕ. Ачасене Шĕмшешри Николай Лаврентьевич Акальскин туртса илнĕ çуртĕнче, Мăн Этменти Илья Николаевич Николаевăн (Александр Васильевич Ельмов çурчĕпе юнашар), Василий Птицевăн, Егор Александрович Морсковăн (1926 çулта çуралнă Мария Никандровна Сергеева çак çуртра вĕреннине ас тăвать) çурчĕсенче вĕрентнĕ. Шĕмшешре вĕренекенсем Петр Никандрович Ивантаевăн туртса илнĕ çуртĕнче (ăна Пĕчĕк Этментен клуб валли куçарса килнĕ пулнă) пĕлỹ илнĕ. Коллективизаци вăхăтĕнче шкулсене те "большевиксен çуркунни" (ака-суха вăхăчĕ) евĕр мероприятисене хутшăнтарнă. Шкулсенче коллективизаци кĕтесĕсем пулнă, вĕренỹ учрежденийĕсене колхозсем çумне çирĕплетнĕ. 1931 çулта Шĕмшешри шкулта Е.Ф.Ярабаев, вăл колхоз правленийĕн членĕ пулнă, Иван Николаевич Немешкин тата Николай Иванович Максимов (Пантьăк ялĕнчен) ĕçленĕ. Çав çул шкултан 39 ача вĕренсе тухнă, вĕсем хушшинче пулас учительсем Михаил Захарович Дерюжинпа Иван Капитонович Ярабаев пулнă. 1931 çулхи августăн 19-мĕшĕ тĕлне Шĕмшешри пĕрремĕш пусăмлă шкулта Е.Ф.Ярабаев, Шĕмшешри Максим Павлович Тверсков, Ваçкаçырминчи Павел Михайлович Герасимов учительсем ĕçленĕ, техслужащи Яков Мытин пулнă. Упранса юлнă кăтартусем тăрăх, вăл вăхăтра хресченсен ытларахăшĕ колхоза кĕменнисем пулнă, чылайăшĕ чухăн пурăннă, çителĕклĕ пурăнакансем пулманпа пĕрех. Çавăнпа та патшалăх шкулсене тата ачасене пулăшнă: вĕренекенсене тỹлевсĕр 10 кĕпе (90 тенкĕлĕх) панă, 130 ачана тỹлевсĕр кĕнекесемпе тата çыру хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ. Ачасене чăвашла тата вырăсла вĕрентнĕ. 1932 çулхи сентябрьте Хĕрлĕ Чутайри РОНО заведующийĕнче Шĕмшешре çуралса ỹснĕ Василий Ефимович Пуяндайкин тимленĕ, инспекторта _ Хĕрлĕ Чутайри иккĕмĕш класлă шкул пĕтернĕ Яков Наумович Ярабаев (Шĕмшеш). 1932-33 вĕренỹ çулĕн отчечĕпе килĕшỹллĕн Мăн Этменти пĕрремĕш пусăмлă шкулта 1-мĕш класра 38 ача вĕреннĕ, 2-мĕш класра _ 37, 3-мĕшĕнче _ 38, 4-мĕшĕнче _ 45 ача. Пĕрремĕш пилĕкçуллăхсем вăхăтĕнче пуçламăш классене вĕрентес ĕçре ỹсĕмсем палăрнă. 1934 çул тĕлне пур çĕрте те ачасене тăватă çул вĕрентнĕ, хуласемпе ĕç поселокĕсенче вара пурне те çичĕ çул вĕрентесси çине куçнă. 1933 çулхи сентябрьте Шĕмшеш шкулĕнчен Мăн Этменти колхоз çамрăкĕсен шкулĕ туса хунă. Унăн тата пĕрремĕш пусăмлă шкулăн заведующине Пĕчĕк Этменти Григорий Ильич Ильина çирĕплетнĕ, 1934 çулхи февралĕн 14-мĕшĕнчен _ Мăн Этменти Федор Иванович Челейкина.1933-34 вĕренỹ çулĕнче пĕрремĕш пусăмлă шкулта пурĕ 149 ача вĕренни паллă, колхоз çамрăкĕсен 5-мĕш класĕнче _ 63 ача. Колхоз çамрăкĕсене Карăкçырминчи Григорий Иванович Арланов, Василий Петрович Трофимов (Тури Ачакран пулĕ тесе шутлаççĕ) тата Федор Иванович Челейкин пĕлỹ панă, ыттисене _ Уйпуçĕнчи Иван Алексеевич Паркин тата Çĕн Ирчемесри Афанасий Игнатьевич Яхатинпа Хăмарккари Игнатий Алексеевич Сандомиров. Ачасене чăвашла вĕрентнĕ. 1933 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ халăха çутта кăларас ĕçре тата тепĕр пулăмпа палăрнă _ Мăн Этменте вулав çурчĕ уçăлнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсем _ социализмла ăмăртусен вăхăчĕ. Хĕрлĕ Чутай тата Кăрмăш районĕсен шкулĕсем хушшинче тунă социализмла ăмăрту килĕшĕвĕ упранса юлнă. Çавăн пекех хăйсем хушшинче районти шкулсем ăмăртнă, шкулсенче _ классем.

Н.ПОЛОЗИН, истори учителĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика