АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Енре Раççейри шыв каналĕсен VII Конференцийĕ иртнĕ

01 сентября 2014 г.

Августăн 26-28-мĕшĕсенче Шупашкарта Раççейри шыв каналĕсен VII-мĕш Конференцийĕ иртнĕ. Ăна кашни çулах шыв комплексне инвестицисем хывас тĕлĕшре, модернизацире çитĕнỹсем тунă тата тĕлĕнмелле опыт кăтартнă хуласенче йĕркелеççĕ. "Чăваш Ене отрасльти çитĕнĕвĕсемшĕн тата республика Пуçлăхĕ чĕннипе Конференци ирттерме суйланă та", _ тенĕ Раççейри шывпа тивĕçтерекенсен ассоциацийĕн ĕç пурнăçлакан директорĕ Елена Довлатова пресс-конференцире. Хальхинче те конференци регионсенче шывпа тивĕçтерес тата шыв кăларса ярас коммуналлă инфратытăм аталанăвне сỹтсе явмалли пысăк отрасль лапамĕ пулса тăнă. Мероприятин ĕçлĕ программинче Раççейри 300 ытла пысăк предприятисен ертỹçисем, Патшалăх Думин, министерствăсен представителĕсем хутшăнса çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн нормативлă никĕсне çĕнĕ улшăнусем кĕртессине, халăха таса шывпа тивĕçтерессине тата ытти нумай пĕлтерĕшлĕ ыйтăва сỹтсе явнă, Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти шывпа тивĕçтерекен объектсене çитсе курнă. Конференци ĕçне пĕтĕмлетнĕ çĕре Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. РФ çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата строительство министрĕн çумĕ Андрей Чибис вара Шупашкарти çĕнĕ микрорайонсене çитсе курнă, çуртсене лайăх хак панă. Çавăн пекех вăл çĕр-шывра пурăнакансен 60 проценчĕ таса шыпа усă курнине пĕлтернĕ. 2020 çул тĕлне ку кăтарту 90 процента çитмеллине, пирĕн республикăра шыв çине тариф пысăккине пăхмасăр отрасль çỹллĕ шайра пулнине палăртнă.

Андрей ЧИБИС, РФ çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата строительство министрĕн çумĕ:

- Граждансене авариллĕ çуртсенчен куçарасси _ пысăк яваплăх. Программăна пурнăçланă май, пирĕн ăнланмалла, çакă ахаль тăваткал метрсем кăна мар. Çĕр-шывра хут çинче кăна çавăн чухлĕ çын куçрĕ тенĕ тĕслĕхсем те пулнă. Чăваш Енре, телее, кун пек объектсем çук. Эпир пăхса тухнă çуртсем, чăннипех те, хăтлă. Çынсем вĕсене кăмăлпах пурăнма куçаççĕ. Эпĕ ытти регионсенче граждансем мĕнле çуртсене куçнине хам куçпа курнă. Ĕненĕр, Чăваш Енĕн мухтанмалăх пур. Чăваш Республики _ манăн тăван çĕр-шыв, кунта çынсене мĕнле çуртсене куçарнишĕн мана пĕрре те намăс мар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика