01 сентября 2014 г.
2014 çулхи май уйăхĕн 5-мĕшĕнчи "Раççей Федерацийĕн уйрăм саккун акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен" 127 № федераллă саккунпа РФ Уголовлă кодексне 354.1 статья хушнă, вăл нацизм реабилитацийĕшĕн уголовлă яваплăх палăртать. Кăçалхи майăн 16-мĕшĕнчен пуçласа çар преступникĕсене айăпламалли халăхсем хушшинчи çар трибуналĕн приговорĕпе çирĕплетнĕ фактсене хирĕçленĕшĕн, асăннă приговорта пăхса хунă преступленисене ырланăшăн (Иккĕмĕш тĕнче вăрçин çулĕсенчи СССР ĕç-хĕлĕ пирки суя сведенисем халăх умĕнче сарнипе танлашать) 300 пин тенкĕ таран е айăпланнин икĕ çул хушшинчи ĕç укçи (ытти тупăшĕ) чухлĕ штраф пама, е виçĕ çуллăх ирĕксĕрлесе ĕçлеттерме, е виçĕ çуллăх ирĕксĕр хăварма пултараççĕ. РФ УК-н 354.1 статйин 3 пайĕпе Раççейĕн паллă датисемпе çар мухтавĕн кунĕсем пирки обществăна хисеплеменнине пĕлтерекен сведенисене сарнăшăн, Раççейĕн çар мухтавĕн символĕсене ир-сĕрлетнĕшĕн 300 пин тенкĕлĕх е айăпланнин икĕ çул хушшинчи ĕç укçи (ытти тупăшĕ) чухлĕ штраф пама, е 360 сехетлĕх обязательнăй ĕçсенче е юсанмалли ĕçсенче пĕр çул ĕçлеттерме пултараççĕ. Юридици сăпачĕсене те кун евĕрлĕ преступленисемшĕн явап тыттараççĕ. Кунсăр пуçне массăллă информаци хатĕрĕсемпе е телекоммуникаци сечĕсемпе (Интернетпа та) усă курса халăх хушшинче асăннă темăпа çыхăннă тĕрĕс мар сведенисем сарнăшăн административлă яваплăх кĕтет. Юридици сăпачĕсене 400 пинрен пуçласа пĕр миллион тенкĕ таран административлă штраф пама пултараççĕ. Çỹлерех асăннă йышши преступленисене тĕпчеме РФ Следстви Комитечĕн следователĕсен право пур.
В.ШОРКИН, район прокурорĕ.