АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăн Этмен шкулĕн историйĕ

01 сентября 2014 г.

1934 çулта шкулăн тĕп çурчĕ çумне виçĕ класс вырнаçмалли çурт хушса тăваççĕ. Ĕçсене Саратов облаçĕнчен килнĕ рабочисем пурнăçлаççĕ. Çурчĕсем вара Николай Лаврентьевич Акальскирен, Петр Никандрович Ивантаевран, Иван Васильевич Полозинран ("Шепек") туртса илнĕскерсем пулнă. Вĕренỹ çулĕ пуçланнă тĕле строительство ĕçĕсем вĕçленеççĕ. Шкул çурчĕсене йышăнма халăха çутта кăларас пай инспекторĕ Григорий Ксенофонтович Федоров (Пантьăкран) тата райĕçтăвком председателĕ Николай Иванович Пудейкин (Пухтанкассинчен) килеççĕ. Федор Дмитриевич Даниловăн туртса илнĕ çуртне вара Пантьăкри çичĕ çул вĕренмелли шкула параççĕ. 1934 çулта Хирлỹкассинче тулли мар вăтам шкул уçăлать, çавăнпа та Мăн Этменти колхоз çамрăкĕсен шкулĕнчен каллех пуçламăш шкул туса хураççĕ, 5-6-мĕш классене Хирлỹкасси шкулне куçараççĕ. Ф.И.Челейкин директор та Хирлỹкассинче ĕçлеме пуçлать. 1935-39-мĕш çулсенче Мăн Этменти пуçламăш шкул заведующийĕнче Григорий Иванович Арланов, Илья Семенович Сендряков, Николай Васильевич Ядарин ĕçленĕ. Ачасене Никандр Семенович Крыцовкин, Владимир Семенович Куропаткин, Ирина Алексеевна Игушкина (Герасимова), Раиса Николаевна Трифонова, Федор Иванович Шахмайкин, Степан Иванович Здорнов, Николай Ефремович Кучекеев тата ыттисем вĕрентнĕ. 1939 çулта Мăн Этмен шкулĕнчен тулли мар вăтам шкул туса хураççĕ, ăна Мăн Этменти Егор Филиппович Ярабаев ертсе пыма пуçлать, унăн вĕренỹ енĕпе ĕçлекен çумĕнче Тралькассинчи Александр Егорович Железнов тăрăшнă. Учительте Турханти Василий Васильевич Быков, Григорий Ильич Ильин, Тури Ачакри Степан Иванович Здорнов, Карăкçырминчи Татьяна Андреевна Михеева, Тумликассинчи Антонина Михайловна Аргандейкина тата ыттисем ĕçленĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче РОНО тĕрĕслевĕсем кашни çулах иртнĕ, вĕсем дисциплина тата ачасем шкула çỹресси пĕчĕк шайра пулнине тупса палăртнă. Вĕренỹ çулĕ вĕçленнĕ çĕре çак кăтартусем кăштах лайăхланнă. Шкул çулне çитнĕ чылай ача вĕренме çỹремен. Шкулта столовăй пулманран ачасем апат хăйсемпе пĕрле илсе çỹренĕ. Пĕлỹ шайне тата квалификацине кура вăл вăхăтри учительсене виçĕ ушкăна пайлама пулать: 1. Вăтам пĕ-лỹллĕ, учительсен курсне пĕтернĕ. 2. Педтехникум е училище пĕтернисем. 3. Аслă пĕлỹллисем. Виççĕмĕш ушкăнрисем питĕ сахал пулнă. 1928 çулта Хусанти Хĕвел тухăç педагогика институтне Мăн Этменти Илья Николаевич Николаев-Монахов пĕтернĕ, 1935 çулта Кироври педагогика институтĕнчен Карăкçырминчи Марфа Поликарповна Ямскова вĕренсе тухнă. 1930-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче куçăмсăр майпа Вăрманкассинчи Николай Васильевич Ядарин, Турханти Василий Васильевич Быков, Шĕмшешри Максим Павлович Тверсков, Мăн Этменти Федор Иванович Челейкин вĕренни паллă. Вăрçă умĕн педагогика институтĕнчен Тралькассинчи Александр Егорович Железнов, Мишеркассинчи Раиса Николаевна Трифонова, Çĕн Ирчемесри Таисия Сергеевна Чеблукова вĕренсе тухнă. Пурте пĕлетпĕр, вăтăрмĕш çулсенче çĕр-шывĕпех Сталин репрессийĕсем иртнĕ, çак синкер пирĕн учительсене те пырса тивнĕ. 1930 çулта Хĕрлĕ Чутайри икĕ пусăмлă шкулта ĕçленĕ Илья Николаев-Монахова пилĕк çуллăха хупса лартаççĕ. Ăнах 1937 çулта иккĕмĕш хут арестлеççĕ те "Кăрмăш пăлхавне активлă хутшăннă" тесе персе пăрахаççĕ. 1937 çулта районти учительсен пысăк ушкăнне арестлеççĕ, вĕсем шутĕнче Мăн Этмен шкулĕн вĕрентекенĕсем те пулнă: Николай Семенович Лукин, Федор Михайлович Мидаков, Михаил Лукич Тарасов таврăнайман; Иван Николаевич Немешкина, Павел Михайлович Герасимова, Григорий Иванович Арланова, Григорий Поликарпович Ямскова, Павел Андреевич Магуськина, Игнатий Алексеевич Сандомирова вара тỹрре кăларнă, вĕсем районти шкулсене ĕçлеме таврăннă. Синкер шăпаллă вĕрентекен (Илья Николаевич Николаев-Монахов) Кăрмăш уесĕн Кăрмăш вулăсне кĕрекен Мăн Этмен ялĕнче 1890 çулта чухăн хресчен çемйинче çуралнă Илья Николаев-Монаховăн шăпи тĕлĕнмелле те синкерлĕ пулнă. Ача чухнех вăл нумай нуша курнă: Илья çичĕ çулта чухне вĕсен кил-çурчĕ çунса кайнă, тем вăхăтран амăшĕ вилнĕ. Йывăр хуйха тỹсеймен ашшĕ çветтуй вырăнсене Турра пуç çапма тухса кайсан Ильяпа унăн икĕ шăллĕне качча кайман аккăшĕ пăхнă. Пурнăç йывăр пулнăран сакăр çулхи Илья Аслă Кăмашана сысна кĕтĕвне пăхма вырнаçать. 1899 çулта Илья Николаев Серенкассинчи чиркỹпе прихут шкулне вĕренме кĕрет. Вăл вăхăтра арçын ача тăван аккăшĕ А.Кондакова патĕнче пурăннă. Вĕсен хуçалăхĕ вăтаммисен шутне кĕнĕрен Илья çăкăр енчен нуша курман, анчах та аккăшĕн ултă ачинчен патак сахал мар çинĕ. 1903 çулта Илья Николаев экзамен тытнă хыççăн Хĕрлĕ Чутайри икĕ класлă шкула вĕренме кĕрет. 1906 çулта унтан аван паллăсемпе вĕренсе тухсан унăн каллех пурăнмалли вырăн шырама тивет. Шăп çав вăхăтра ашшĕ таврăннăран арçын ача ăна тăван ялĕнче пурăнма юлма ỹкĕте кĕртет. Ашшĕне пулах ĕнтĕ ачана "манах" ят çыпçăнать. Чухăн пурăннăран вĕсем кивçене кĕрсе тем вăхăтран пĕчĕк çеç пỹрт лартаççĕ. 1907-1908 çулсенче Илья ашшĕпе пĕрле хресченсен стройкисенче ĕçлесе çỹрет. 1908 çулхи çулла, Сăр урлă каçма икĕ пус илсе, лайăх укçа ĕçлесе илес шухăшпа Илья Çĕпĕре кайма шут тытать. Иркутскра мунчара ĕçлет, ĕçсĕр хĕл кçать, çуркунне вара ылтăн кăларнă çĕре вырнаçать. 400 тенкĕ ĕçлесе илсен тăван ялне таврăнать. Киле çитсе хуçалăхне майлаштарсан Илья малалла вĕренмеллине ăнланса илет. Çавăнпа та 1911 çулхи çуркунне Хусанти учительсен семинарине вĕренме кĕрет, кĕркунне унтан пуçламăш классен вĕрентекенĕн ятне илсе тухать. 1912 çулта Кăрмăш вулăсĕн Тралькасси шкулĕнче ĕçлеме пуçлать. Учительте ĕçленĕ хушăрах Илья Николаевич кирпĕч тунă. 1913 çулта вăл Ĕпхỹ кĕпĕрнине пурăнма куçать. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçлансан Илья Николаева патша çарне илеççĕ. 1916 çулхи декабрьте офицерсене хатĕрлекен ятарлă курссенчен вĕренсе тухсан Илья Николаев-Монахов прапорщик Чĕмпĕре çитет, кунтах Февральти революцие кĕтсе илет. Октябрьти революци хыççăн вăл Германи фронтĕнче çапăçать. Учитель пулнăран 1918 çулта ăна арминчен яраççĕ. Арминчен таврăнсан Илья Николаевич Пантьăк вулăсĕнче шкул Канашĕн председателĕнче тата комиссарĕнче тимлет. 1918 çулхи декабрьте ăна Чĕмпĕрти Халăх Вĕрентĕвĕн Аслă Институтне вĕренме яраççĕ. Шăп çак вăхăтра вăл чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлевпа паллашнă теççĕ. 1919 çулхи июлĕн 26-мĕшĕнче Илья Николаев-Монахова Хĕрлĕ Çара илеççĕ. Кунта вăл Колчак армине тата Польшăна хирĕç çапăçнă. Шăпа ăна Германине те илсе çитерет. 1922 çулта Илья Николаевич тăван тăрăха таврăнать, Карăкçырминчи шкулта ĕçлеме пуçлать. 1925 çулта ăна Хусанти Хĕвел Тухăç институтне вĕренме яраççĕ. Шăп çак вăхăтра вăл Тумликасси ялĕнче çуралса ỹснĕ çамрăк та хитре учительницăпа _ Елена Григорьевна Мереськинапа _ çемье çавăрать. 1928 çулта Хĕвел Тухăç институчĕн чăваш чĕлхипе культурин тата вырăс чĕлхипе литературин уйрăмĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухсан Илья Николаев-Монахов Хĕрлĕ Чутайри педтехникумра ĕçлеме тытăнать. Çав вăхăтрах вăл Николай Ашмарина 17 томлă словарь валли материалсем пухма пулăшать. Илья Николаев-Монахов Ашмарин профессорпа кăна мар, чăваш халăхне тĕпченĕ Николай Васильевич Никольскийпе те туслă пулнă тесе шутлаççĕ. Çакна 1925-1928 çулсенче тунă сăн ỹкерчĕк те çирĕплетет. Вĕсем Хĕвел Тухăç институтĕнче паллашнă тесе шутлаççĕ. Педтехникум 1929 çулта Етĕрне хулине куçнă хыççăн Илья Николаевич Хĕрлĕ Чутайри икĕ пусăмлă шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, 1931 çулта ăна Етĕрнери кооперативпа суту-илỹ шкулне ĕçлеме куçараççĕ, çав хушăрах вăл Чăвашкооптехникумра чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. Анчах та 1932 çулхи мартăн 26-мĕшĕнче, хăш-пĕр преподавательсем вăрттăн каварлашнăран, Илья Николаевича ĕçрен хăтараççĕ те арестлеççĕ. Совет влаçне хирĕç агитациленĕ тесе пилĕк çуллăха хупмалла тăваççĕ. Вăл вăхăтра Илья Николаевичпа Елена Григорьевнан икĕ хĕр ача пулнă _ пилĕк çулхи Аннăпа икĕ çулхи Алевтина. Пулăшу ыйтса хĕрарăм Мускава çитет, ăна Надежда Крупская пулăшать. Колхоза каллех таврăнсан амăшĕпе икĕ хĕрĕ Березовкăна пурăнма куçаççĕ. Çак ялтан Елена Григорьевна Карăкçырмине ĕçе çуран çỹренĕ. Илья Николаевич Монахова арестленĕ хыççăн тăватă çултан лайăх ĕçленĕрен Етĕрнери колонирен вăхăт çитмесĕрех кăлараççĕ. 1936 çулта вăл Елчĕкри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литература вĕрентме тытăнать. Анчах та 1937 çулхи августăн 7-мĕшĕнче ăна каллех, мĕншĕнне пĕлтермесĕрех, арестлеççĕ. Чăваш АССР-ĕн НКВД йышăнăвĕпе ăна персе пăрахмалла тата пурлăхне туртса илмелле тăваççĕ. 1937 çулхи ноябрĕн 21-мĕшĕнче Илья Николаевич Николаев-Монахова персе пăрахаççĕ. Ăна ăçта пытарни паллă мар. Илья Николаевича Совет влаçне хирĕç пынă тесе тата Кăрмăшри пăлхава хутшăннă, контрреволюциллĕ организацире тăнă тесе айăпланă. 1989 çулта Илья Николаев-Монаховăн таса ятне тавăрнă. Хĕрлĕ Чутай районĕн пысăк пĕлỹллĕ çыннисенчен пĕри пулнă Илья Николаев-Монаховăн шăпи синкерлĕ килнĕ, çапах та вăл хăйне тăван халăха вĕрентессине халалланă. Ытларах пурăннă пулсан вăл çынсен пурнăçне лайăхлатассишĕн тата нумай тунă пулĕччĕ. Н.ПОЛОЗИН, истори учителĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика