АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика Пуçлăхĕн хавхалантарăвне тивĕçрĕ

03 сентября 2014 г.

Республика Пуçлăхĕн хавхалантарăвне тивĕçрĕ

Нумаях пулмасть 2014 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе Республика Пуçлăхĕн укçан паракан хавхалантарăвне тивĕçнĕ чи лайăх 30 педагог ячĕ паллă пулчĕ. Палăртма кăмăллă, 20 пин тенкĕпе танлашакан гранта тивĕçнисем хушшинче "Хĕвел" ача сачĕн воспитателĕ Алина Сарина та пур. Шкул çулне çитмен ачасене тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре Алина Сарина 20 çул тăрăшать. 2004 çулта Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухать, 2010 çулта пĕрремĕш категориллĕ воспитатель ятне тивĕçет. Чăн-чăн воспитатель пулма чи малтанах ачасене чунтан юратмалла. Ĕç кунĕсенче воспитательсем ачасемпе ашшĕ-амăшĕнчен те ытларах пулаççĕ-çке, çавăнпа та чун ăшшине, тимлĕхе кашни ачана пайламалла, вĕсене пăхмалла, кăсăклантармалла, вĕрентмелле, ăнлантармалла... Алина Ивановна çапла тăвать те. Алина Сарина хăйĕн ĕçне тивĕçлĕ шайра пурнăçланине унăн тĕрлĕ шайри наградисемпе хисеп хучĕсем ĕнентереççĕ. Республика тата Раççей шайĕнчи тĕрлĕ конкурссенче те пĕрре кăна мар палăрнă вăл. 2013 çулта районта иртнĕ "Чи лайăх воспитатель" конкурсра çĕнтернĕ хыççăн республика шайĕнчи ăмăртăва хутшăннă. Районти педагогсен кăçалхи августри конференцийĕнче Алина Саринана 20 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнине ĕнентерекен свидетельство парса чысларĕç. Çавăн пекех Алина Ивановна ĕçтешĕсем умĕнче шкул çулне çитменнисене математикăна мĕнле хăнăхтармалли пирки доклад туса пачĕ. А.КАРПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика