АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕске хыпарсем

03 сентября 2014 г.

- Сентябрĕн 1-мĕ-шĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти политехника институтĕнче, Чăваш патшалăх университетĕнче, Шупашкарти строительство тата хула хуçалăхĕн техникумĕнче пулнă, студентсене Пĕлỹ кунĕпе саламланă. Михаил Васильевич республикăра пысăк квалификациллĕ специалистсем кирлине, студентсем валли предприятисенче производство практикине ирттерме, ĕçе хăнăхма тивĕçлĕ условисем йĕркеленине палăртнă. Çавăн пекех вăл декабрь уйăхĕнче Шупашкарта ВТБ 24 банкăн сервис центрĕ хута каймаллине, унта 1500 çамрăк ĕçлеме пултарнине пĕлтернĕ.

- Çак кунсенче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе РФ шалти ĕçсен министрĕн çумĕнчен Виктор Кирьяновран Тав çырăвĕ çитнĕ. Çырура министр çумĕ Чăваш Республикинчи çамрăк инспекторсем "Хăрушлăхсăр кустăрма" Пĕтĕм Раççейри конкурсра чи лайăх вунă команда шутне кĕме пултарнăшăн тата республикăра ачасемпе çул-йĕр хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе тухăçлă ĕçленĕшĕн тав тунă. Унсăр пуçне Кăркăс Республикин Раççей Федерацийĕнчи Посолĕнчен Болот Джунусовран та çыру çитнĕ. Посол хăйне Чăваш Енре ăшшăн йышăннăшăн тав тунă. (Тĕплĕнрех _ редакци сайтĕнче).

- Пĕлỹ кунĕ районти шкулсенче те савăнăçлă иртнĕ. ЧР Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ Татьяна Минина, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, вĕренỹ пайĕн начальникĕ Алексей Порфирьев çак кун Тури Çĕрпỹкасси шкулĕнчи ачасене уявпа саламланă. - Районти "Социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр" хысна учрежденийĕ Украинăран тарса килнисене укçа-тенкĕ енчен адреслă пулăшас тĕллевпе документсем йышăнма пуçланă. Пулăшăва тивĕçес тесен Украина çыннисен тарса килнине тата Раççей территорийĕнче вăхăтлăх хỹтлĕх тупнине çирĕплетмелле.

- Августăн 29-мĕшĕн-че район администрацийĕнче 2014-2015 çулсенчи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленес енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕ иртнĕ. Пухăннисем хутмалли тапхăра хатĕррине çирĕплетекен паспортсемпе, тĕрĕслев акчĕсемпе тата энерги ресурсĕсемпе усă курнăшăн парăмсене татассипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă.

- Районти социаллă хỹтлĕх пайĕнче сахал тупăшлă çемьесене регистрацилес ĕç малалла пырать. Кăçалхи январь уйăхĕнчен пуçласа август вĕçĕччен хỹтлĕх пайне ку ыйтупа 167 çемье пынă. Студентсене социаллă стипенди илмешкĕн тата медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме сахал тупăшлă çемьесене 193 справка панă. А.ЗАМУТКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика