03 сентября 2014 г.
- Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев июльте Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа тĕл пулнă май "Трактор завочĕсем" концерна пулăшас вариантсене сỹтсе явнине пĕлтернĕччĕ. Ку ыйтăва мĕнле татса панине пĕлме пулать-ши? Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Михаил Вансяцкий хуравлать:
- Михаил Игнатьев Раççей Президентне "Трактор завочĕсем" концерн 2014-2015 çулсенче сериллĕ производствăна хамăр çĕр-шыв техникин (тракторсем, экскаваторсем, погрузчиксем, ишекен вез-деходсем тата ытти те) хальхи йышши моделĕсене ĕçе кĕртме планланине пĕлтернĕ. Анчах та маларах явăçтарнă кредит ресурсĕсене тавăрас енĕпе йĕркелесе çитермен самантсем ку процеса чăрмав кỹреççĕ. Сăмах 47 миллиарда яхăн тенкĕ пирки пырать. Республика Пуçлăхĕ "Аталанупа тулаш экономика ĕçĕ-хĕлĕн банкĕ" (Внешэкономбанк) Патшалăх корпорацине "Трактор завочĕсемпе" кредит расчечĕсен реструктуризацине пурнăçланă чухне пĕр-пĕринпе хутшăнмалли тĕрĕс мел суйласа илме сĕннĕ, Владимир Владимирович Путина ку ыйтăва татса парас тĕлĕшпе пулăшма ыйтнă. Раççей Президенчĕ хушнипе Чăваш Ен Пуçлăхĕн сĕнĕвĕсене сỹтсе явассине йĕркеленĕ, кун хыççăн вĕсене РФ Промышленноçпа суту-илỹ министерстви ырланă. Парăм реструктуризацийĕн схеми пирки татăклă йышăну кăçалхи сентябрь уйăхĕнче Внешэкономбанкăн Сăнав Канашĕн ларăвĕнче пулма пултарать.