АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Энерги перекетлес тесе эсир мĕн тăватăр?

03 сентября 2014 г.

Нумаях пулмасть ЧР Строительство министерствин сайтĕнче энерги перекетлессипе çыхăннă сасăлав вĕçленнĕ. "Сирĕн хваттерте уйрăм учет хатĕрĕ вырнаçтарнă-и?" ыйту çине 112 çын хуравланă. Вĕсенчен 88-шĕ: "Вырнаçтарнă", _ тенĕ. Тăватă проценчĕ ку ĕçе туллин пурнăçламаннине, ултă проценчĕ уйрăм хатĕр пачах лартманнине пĕлтернĕ. Унсăр пуçне çакăн пек ыйту та пулнă: "Сирĕн килĕрте энерги перекетлес енĕпе мĕнле технологисем пурнăçа кĕреççĕ?". 281 çынтан 130-шĕ кил-çуртра энерги перекетлекен е диод лампăсем пуррине пĕлтернĕ. 60 çыннăн çутă е хускану датчикĕсем пур. 23 çын хăйсен подъездĕнче пластик чỹречесем пур тесе хуравланă. 40 çын вара энерги перекетлекен технологисемпе пачах усă курманнине пĕлтернĕ. ЧР Строительство министерствин "Энерги перекетлекен центр" автономи учрежденийĕ те хăйĕн сайтĕнче çакăн евĕр ыйтăм ирттерет. Хальлĕхе ыйтусем çине 20-ĕн кăна хуравланă. Апла пулин те вĕсенчен ытларахăшĕ харпăр хăй хваттерĕнче энерги перекетлемелли мелсемпе усă курнине палăртать. Акă, хуравланисенчен 70 проценчĕ энерги перекетлекен лампăсем çине куçнă. 40 проценчĕ кивĕ электроэнерги счетчикĕсене улăштарнă. 15 проценчĕ нумай хваттерлĕ çуртăн подъездĕнче пластик чỹречесем пулнине, хутман пỹлĕмсенче ăшă паракан пăрăхсене изоляциленине пĕлтернĕ. Диод лампа çине те хуравлакансенчен 15 проценчĕ кăна куçнă иккен. Автоматизациленĕ ăшă узелĕн тата çавăн йышшиех çутă таймерĕпе 10 процент кăна усă курать. Пилĕк проценчĕ энерги перекетлеме май паракан технологисемпе хальлĕхе усă курманнине пĕлтернĕ. А.ЗАМУТКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика