АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк учительсем ĕçе пуçăнчĕç

03 сентября 2014 г.

Çамрăк учительсем ĕçе пуçăнчĕç

Паян шкулсенче ĕçлекен педагогсенчен ытларахăшĕ тивĕçлĕ канăва тухма хатĕрленнине, çамрăк учительсем ачасене вĕрентме питех ăнтăлманнине пурте пĕлетпĕр. Акă, пирĕн районти педагогсем вăтамран 47 çулта, 35 çула çитмен учительсем вара пурĕ 12. Çакна шута илсен кăçалхи вĕренỹ çулĕнче районти шкулсенче çамрăк учительсем ĕçлеме тытăнни питĕ савăнтарать. Çĕн Атикасси шкулĕнче биологипе тата химипе Алина Николаевна Дмитриева, Мишеркассинче физикăпа тата информатикăпа Владимир Владимирович Храмов, Тури Çĕрпỹкассинче физикăпа Андрей Игоревич Живоев пĕлỹ парĕç. Августри педканашлура çамрăк учительсене район администрацийĕн пуçлăхĕн ятран паракан тỹлевĕ çинчен калакан сертификат пачĕç. А.КАРПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика