АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăн Этмен шкулĕн историйĕ

03 сентября 2014 г.

(Малалли. Пуçламăшĕ иртнĕ номерсенче). Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан Григорий Ильин, Степан Здорнов, Александр Железнов фронта каяççĕ, шкул директорĕсем улшăнсах тăраççĕ, вĕрентекенсем çитми пулаççĕ. Вăрçă вăхăтĕнче шкул директорĕнче ĕçленисем: Клавдия Васильевна Зотова (Штанаш), Владимир Андреевич Захаров (Турхан), Таисия Сергеевна Чеблукова (Çĕн Ирчемес). Ачасене Мария Коракова, Валентин Кожевников, Анна Петрова, Дмитрий Богатеев учительсем тата шкул пĕтернĕ çамрăксем вĕрентнĕ. Вĕренекенсем Малиновка çумĕнчи вăрманта вутă хатĕрленĕ, килтен те илсе килнĕ, питĕ сивĕ чух вĕренмен. Ачасем фронта валли ăшă япаласем пуçтарнă, салтаксемпе ватăсен çемйисене пулăшнă. Уйрăмах Тимур командисем питĕ тăрăшнă. Тетрадьсем çитменрен ачасем кивĕ кĕнекесемпе хаçатсем çине çырнă. Александр Андреевич Назаров аса илĕвĕнчен: "Класĕпе те пĕр арифметика кĕнеки кăначчĕ _ Ирчкассинчи Иосиф Жижайкинăн. Никифор Тихонович Сорокин вĕрентекенĕн те кĕнеке çукчĕ". 1943 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнчен ачасене шкула çичĕ çултан йышăнмалла тăваççĕ. Çапла туни Çĕнтерĕве çывхартас тесе ырми-канми тăрăшакан ашшĕ-амăшĕ пăхса çитереймен ачасене педагогика сăнавне илме май панă. 1944 çулта шкул каллех пуçламăш пĕлỹ кăна пама пуçлать, аслă класри ачасем Пантьăка е Уйпуçне çỹренĕ. Вăрçă пĕтсен шкулăн пурлăхпа техника никĕсĕ çирĕпленет, вĕренекенсен шучĕ те ỹсет. 1946-47 çулсенче Мăн Этменти пуçламăш шкул заведующийĕнче Карăкçырминчи Петр Александрович Михеев тăрăшнă (кайран КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă). 1937 çулта çуралнă Мария Федоровна Ильина аса илĕвĕнчен: "Лайăх вĕреннĕшĕн тетрадьсемпе кăранташсем паратчĕç. Ытларах кивĕ кĕнекесем çине çыраттăмăр, вĕсене те укçалла туянма тиветчĕ. Вĕреннĕшĕн те укçа тỹлемеллеччĕ, ашшĕсем вăрçăра вилнĕ ачасене тỹлевсĕрех вĕрентетчĕç". 1949 çултан çĕр-шывра пурне те çичĕ çул вĕренмелле тăваççĕ. 1950 çулта Мăн Этмен шкулĕнче те çичĕ çул вĕрентме пуçлаççĕ. Вăл çул пилĕк класс уçаççĕ, пурĕ 77 ача вĕреннĕ. Директорта Хĕрлĕ Чутайри Павел Андреевич Магуськин тăрăшнă. 1951 çул тĕлне шкул çурчĕсем япăхлансах çитнĕрен çулла хальхи вăхăтра вырнаçнă шкул вырăнĕнче ултă класлăх çурт тума пуçлаççĕ. "Путь коммунизма" колхоз тата районти ялсенчи платниксем тăрăшнипе сентябрь тĕлне шкул çуртне туса пĕтереççĕ. Шкулăн пĕрремĕш завхоз-счетовочĕ Михаил Иванович Анисимов (Пĕчĕк Этмен) шкул туса пĕтернĕ ятпа тĕп крыльца умне тирек лартать. 1953 çулта шкулта 162 ача вĕреннĕ, 7-мĕш класран 23 ача вĕренсе тухнă. 1954 çулхи майăн 8-мĕшĕ тĕлне 151 ача вĕреннĕ, çичĕ класс пĕтерни çинчен калакан свидетельствăна 24 ача илнĕ. Вăл вăхăтра ачасене учитель-фронтовиксем вĕрентнĕ: Утаркассинчи Владимир Николаевич Мерзлайкин, Уйпуçĕнчи Николай Степанович Огаринов, Туктамăшри Федор Леонтьевич Поляков, Карăкçырминчи Василий Никифорович Горшков, Ишеккассинчи Никифор Тихонович Сорокин. Иртнĕ 50-мĕш çулĕсемччен районта вăтам пĕлĕве Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче кăна илме пулнă. Пирĕн тăрăхри ялсенчен унта ачасем питĕ сахал вĕреннĕ. Вĕреннĕшĕн çулталăкне 180 тенкĕ тỹлемелле пулнă-çке. 1956 çулта тỹлеве пăрахăçлаççĕ. Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вĕреннисенчен пĕри _ Мăн Этмен шкулĕн пулас учителĕ тата директорĕ _ Владимир Иванович Немешкин. Н.ПОЛОЗИН, истори учителĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика