08 сентября 2014 г.
Сентябрĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ ĕç тăвакан власть, федерацин территори органĕсен тата хула округĕсен ертỹçисемпе планерка ирттернĕ. Планеркăра тĕрлĕ ыйту сỹтсе явнă. ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин инноваци инфратытăмĕн объекчĕсене йĕркелени çинчен каласа кăтартнă. Çак тĕллевпе 2014 çулта РФ Экономика аталанăвĕн министерстви ирттернĕ конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрĕç. Хальхи вăхăтра Раççей Федерацийĕнче паянхи промышленность хăвачĕсене çĕнетсе улăштараççĕ, производствăн инноваци аталанăвне хăвăртлатаççĕ, çав шутра вак тата вăтам предприятисенче те. РФ Экономика аталанăвĕн министерстви конкурс кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Ен инноваци инфратытăмĕн объекчĕсене йĕркелеме тата аталантарма панă 4 заявкăна ырланă. Чи пысăк проектсенчен пĕри _ Шупашкарти Индустри паркĕ. Ăна иртнĕ çул тума пуçланă, строительство ĕçĕсене вĕçлеме кăçал федераци бюджетĕнчен 137,4 миллион тенкĕ уйăрнă (республика бюджетĕнчен _ 34,4 миллион тенкĕ). Иккĕмĕш объект _ Прототипировани центрĕ. 2014 çулта бюджетран укçа-тенкĕ уйăрнисĕр пуçне (федераци бюджетĕнчен _ 6,4 миллион тенкĕ тата ЧР республика бюджетĕнчен _ 1,6 миллион тенкĕ) Прототипировани центрĕ бюджет тулашĕнчи çăл куçсен шучĕпе хăйĕн аталанăвĕ валли 9,8 миллион тенкĕ ярать. Республикăн, çавăн пекех Раççейĕн тепĕр пилотлă проекчĕ _ Сертификаципе стандартизаци центрĕ. Вăл çĕнĕ продукцие тĕрĕслес ĕçсен вăхăтне тата тăкакĕсене пĕчĕклетме май парать. Ку проект валли федераллă бюджетран 60 миллион тенкĕне яхăн уйăрма палăртнă. А.ЗАМУТКИНА.