08 сентября 2014 г.
Ачасене спорта явăçтарасси шкул спортзалĕсен пахалăхĕнчен те килет. Çакна тĕпе хурсах пулĕ республикăри яллă вырăнсенче вырнаçнă вĕренỹ учрежденийĕсене çỹрекенсене физкультурăпа тата спортпа кăсăклантарма майсем туса парас тесе тĕрлĕ ĕçсене пурнăçа кĕртме палăртнă. Пирĕн районта кăçал Атнарти тата Мăн Этменти вăтам шкулсенче спортзалсене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Подрядчиксем çине тăрса ĕçленипе тата учительсем тăрăшнипе икĕ эрне хушшинче тенĕ пек спортзалсене çĕнĕ сăн кĕнĕ. Шăпах çакна курса ĕненчĕ те сентябрĕн 5-мĕшĕнче района ĕçлĕ çул çỹревпе килнĕ Чăваш Республикин вĕренỹ министрĕ Владимир Иванов. Спортзалсенче юсав ĕçĕсем ирттерме федераллă тата республика бюджечĕсенчен кашни шкулне 820 пиншер тенкĕ уйăрнă. Çак укçапа усă курса икĕ шкулăн спортзалĕсенче те пластик чỹречесем лартнă, çĕнĕ урай сарнă, стенасене сăрласа илемлетнĕ, ытти юсав ĕçĕсене тунă. Арçын ачасемпе хĕр ачасем валли уйрăм туалетпа душ та пур халĕ асăннă шкулсен спортзалĕсем çумĕнче. Урайсене сăрласа тĕрлĕ спорт вăййисем вылянă чух кирлĕ пулакан йĕрсене палăртса тухмалли кăна юлнă. Спорт инвентарĕ туянма Атнарпа Мăн Этмен шкулĕсене кашнине 18 пин те 884 тенкĕ уйăрнă. "Эпĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнче икĕ çул каялла пулнăччĕ, унтанпа чылай ырă улшăну пурнăçа кĕни сисĕнет. Шкул столовăйĕсенче _ çĕнĕ оборудовани, халĕ акă спортзалсене çĕнетнĕ. Юсав ĕçĕсене ирттерме ытлашши пысăк укçа та уйăрман темелле _ калăпăшлă ĕç туса ирттернĕ. Хушнине, палăртнине эсир яланах пурнăçланине кура сире пулăшсах тăрас килет, мĕншĕн тесен ĕненетĕп _ сире панă укçа çухалмасть, тĕллевлĕ каять. Сирĕн ачасем те яланах спортра пысăк кăтартусем тăваççĕ", _ палăртрĕ хăйĕн шухăшне Владимир Николаевич педагогсемпе тĕл пулнă май. Калас пулать, район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Башкировпа тата вĕренỹ пайĕн начальникĕпе Алексей Порфирьевпа пĕрле спортзалсенче тунă ĕçсене тишкернипе пĕрлех Владимир Иванов министр шкулсен столовăйĕсене, уроксем пыракан классене çитсе курчĕ, учительсемпе тата шкул ачисемпе вĕренỹпе çыхăннă тĕрлĕ ыйту тавра калаçрĕ. А.КАРПОВА.