08 сентября 2014 г.
Кăçалхи кĕркунне Чăваш Енре халăхсем хушшинчи форум иртнипе асра юлĕ. Хальхи вăхăтра форума хатĕрленес ĕç хĕрỹ пырать: хăнасене кĕтсе илме волонтерсене пухаççĕ, ятарлă тумсем çĕлеççĕ, форум символикипе сувенирсем туса кăлараççĕ. Йĕркелỹ комитечĕн членĕсем кашни эрнерех пухăнса ĕçсене сỹтсе яваççĕ. Ытлари кун, сăмахран, вĕсене спорт атрибутикин пĕрремĕш партийĕпе паллаштарнă. Вырăнти дизайнерсен фантази вĕçевне Мускав чикĕлет: йĕркелỹçĕсем спорт форми тата сувенирсем мĕнле пулассипе татăклă сĕнỹсем панă. ЧР Правительство çуртне тумсен пĕр партине илсе килсе кăтартнă. Хăшĕсем вĕсем çинче чăваш наци символики пуррипе интересленнĕ. ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илỹ министрĕ Владимир Аврелькин каланă тăрăх, хăш-пĕр орнаментсене ярса панă ĕнтĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тумсен хакĕпе интересленнĕ: "Форма хаклă мар-и?" _ тенĕ. "Хаксем вăтам. Сăмахран, футболка 500-600 тенкĕ, спорт куртки _ 1800-2300 тенкĕ", _ тенĕ экономика министрĕ. Форумпа килĕшỹллĕн массăллă акцисем иртĕç. Акă зарядкăна хутшăнакансен пурин те пĕр çи-пуç пулмалла. Хăшĕсене вĕсене парĕç, теприсен туянма тивĕ. ЧР предпринимательсен прависене хỹтĕлекен уполномоченнăй Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх, хулара мероприятие 45 пин ача хутшăнĕ, вĕсене кашнине асăнмалăх сувенирсем пама йышăннă. Предпринимательсем хулана сувенирсемпе тивĕçтерме пулăшма шантарнă. Республика Пуçлăхĕ форум пынă кунсенче кашни хула çыннине ятарлă логотиплă тум тăхăнтартасшăн. "Çак тĕслĕхе влаçра ĕçлекенсем кăтартма тивĕç: пĕччен çỹренĕ чухне те, делегаципе те логотиплă спорт костюмĕсемпе çỹремелле", _ тенĕ. Волонтерсен тумĕ, паллах, ыттисенчен уйрăлса тăмалла. Формăсене Мускаври дизайнерсем хатĕрленĕ, Шупашкарти фабрикăсен вĕсене çĕлемелле кăна пулать. ВИП-хăнасене, вĕсен шутĕнче çĕр-шывăн пĕрремĕш çыннисем пулма пултараççĕ, чиновниксен мар, волонтерсен кĕтсе илме тивет _ форум формачĕ çавăн пек. Пысăк масштаблă мероприятие хатĕрленсе Республика Пуçлăхĕ оперативлăрах ĕçлеме хушнă. Йĕркелỹ комитечĕ çитес эрнерех форум ỹкерчĕклĕ спорт тумĕсемпе сувенирсене сутма пуçласса шантарнă. А.ЗАМУТКИНА.