08 сентября 2014 г.
Республикăри хуласемпе районсен администрацийĕсем халăха Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче регистрацилес енĕпе малалла ĕçлеççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ халăха электронлă пулăшусемпе усă курма хăнăхтарас тесе тĕрлĕ мелсем шырать. Пирĕн районта граждансене пĕрлехи порталта регистрацилес енĕпе ятарлă куçăмлă ушкăн тимлет. Унăн йышне район администрацийĕн представителĕсем кĕреççĕ, ялсене тухса çỹренĕ май вĕсем ял тăрăхĕсен специалисчĕсемпе пĕрле халăхпа тĕл пулаççĕ, Патшалăхăн пĕрлехи порталĕ пирки ăнлантараççĕ. Нумаях пулмасть социаллă пулăшусемпе тата халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсен специалисчĕсем те куçăмлă ушкăн ĕçне пуçăннă. Вĕсем çынсене порталта регистрациленме пулăшаççĕ, ытти ăнлантару ĕçĕсене ирттереççĕ. Район администрацийĕн активлă ĕçне пула порталта регистрациленнисен шучĕ пĕр уйăх хушшинчех виçĕ хут ỹснĕ. Кăçалхи август пуçламăшĕнче Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче регистрациленнисем районта 461 çын пулнă-тăк (халăхăн 2,9 проценчĕ), сентябрь пуçламăшĕнче вĕсен шучĕ 2078 çынна çитнĕ (12,95 процент). Аса илтеретпĕр, Раççей Президенчĕн указĕпе килĕшỹллĕн патшалăх пулăшăвĕсемпе электронлă майпа усă куракансен шучĕ 2018 çул тĕлне 70 процентран сахал мар пулмалла. 2014 çул вĕçне ку кăтарту 35 процентпа танлашмалла. РФ Çыхăну министерствин кăтартăвĕсемпе хальхи вăхăтра Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче Чăваш Енре пурăнакансен 6,2 проценчĕ регистрациленнĕ. Вĕсем порталта патшалăхăн 42 тата муниципалитетăн 27 пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ _ тĕслĕхрен, мăшăрланма заявлени пама, ача пособийĕ илме тата ытти те.