08 сентября 2014 г.
(Малалли. Пуçламăшĕ иртнĕ номерсенче). 1954 çулхи сентябрьтен пуçласа Мăн Этмен шкулĕ вăтам пĕлỹ пама тытăннă. Шкул директорĕнче Александр Егорович Железнов вăрçă участникĕ тимленĕ, унăн вĕренỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ Пантьăкри Александр Николаевич Максимов пулнă. Шкулăн пурлăхпа техника никĕсĕ чухăн пулнă _ ачасене вĕрентме пỹлĕмсем çитменрен икĕ сменăпа пĕлỹ панă, 8-мĕш классем колхоз клубĕнче вĕреннĕ. Аслă классенче вĕренекенсем валли партăсем те, çыру хăмисем те пулман. Анчах лару-тăру темĕнле йывăр пулсан та ачасене вĕрентме майсем тупма тăрăшнă. Çывăхри ялсенче пурăнакан маçтăрсем тăрăшнипе 1955 çулта тăватă класлă çĕнĕ йывăç корпус тăваççĕ. 1955-56 çулхи вĕренỹ çулĕн отчечĕнче çапла çырни упранса юлнă: "Вĕрентỹ методикине Василий Никифорович Горшков аван пĕлет. 1-мĕш классемпе Мария Николаевна Михеева тăрăшса ĕçлет, 3-мĕшсемпе _ Макар Ефимович Калейкин". Шкулта радио юратакансен кружокĕ те ĕçленĕ. Çавăн пекех ачасем "Çĕмĕрле-Етĕрне" çул хĕррипе 2000 акаци тĕмĕ лартнă çĕре хутшăннă. 1957 çулта тăватă класлă тата тепĕр корпус (Ленин корпусĕ) тăваççĕ. 1955 çултан пуçласа шкула тытса тăма укçа-тенкĕ ытларах уйăрма пуçлаççĕ, техслужащисен хисепĕ те ỹсет. Ачасен шучĕ те ỹссех пынă _ 1954-55 вĕренỹ çулĕнче 8-мĕш класра 15 ялти 135 ача вĕреннĕ. 1956 çулхи ноябрĕн 3-мĕшĕ тĕлне шкулта пурĕ 404 ача ăс пухнă. Вăл вăхăтра çамрăксен вĕренес кăмăлĕ пысăк пулнă, анчах та 9-мĕш класа вырăс чĕлхипе тата математикăпа экзамен тытсан кăна илнĕ. Унсăр пуçне вĕреннĕшĕн çур çулта 150 тенкĕ тỹлемелле пулнă. 1957 çулта Мăн Этменти вăтам шкултан 10-мĕш классен пĕрремĕш ушкăнĕ вĕренсе тухнă _ пурĕ 75 ача. Вĕсем хушшинче аван пĕлỹпе палăрнисем те пулнă: Хирлỹкассинчи Петр Андреевич Иванов, Утаркассинчи Клавдия Егоровна Иванова, Мучикассинчи Алексей Васильевич Ерофеев, Уйпуçĕнчи Тамара Ивановна Паркина, Ваçкаçырминчи Нина Ивановна Мокшина, Нина Ивановна Прохорова, Хватукассинчи Виталий Никифорович Тимофеев. Шкулăн педагогика коллективĕ вĕрентỹпе воспитани ĕçне вăйлатас, лайăхлатас тесе тăрăшнă. Физикăпа ĕç урокĕсен учителĕ Валентин Никандрович Мулюков вĕренỹ мастерскойне йĕркеленĕ, корпуссене электричествăпа тивĕçтернĕ, уроксенче вĕренỹ фильмĕсем кăтартнă тата ытти те. Биологипе хими вĕрентекенĕ Марфа Поликарповна Ямскова ачасене ĕçе хăнăхтарас тесе вăй хунă _ шкул çумĕнчи лаптăкра улмуççисемпе чиесем, хурлăханпа ытти тĕмсем лартнă. 1954 çулта шкулăн çĕр лаптăкĕ 0,75 гектар пулнă-тăк, 1956 çул тĕлне 2,80 гектара çитнĕ. Политехника вĕрентĕвне йĕркелесе ярас тесе 1957 çулта шкул электродвижок, киноаппарат туянать. Районти техника станцийĕнчен шутран кăларнă тракторпа автомашина илсе килнĕ. Столярсен мастерскойне те йĕркеленĕ. Учительсем ертсе пынипе вĕренекенсем час-часах фермăсемпе колхоз уйĕсенче тăрăшнă. 1958-59 çулсенче вĕрентỹпе производство бригадисем кукуруз ỹстерессипе тăрăшса тимленĕ. Вĕсем ỹстернĕ тухăçа Мускаври курава та ăсатнă. Çакăншăн шкул Хисеп хутне, 7-мĕш класра вĕренекен Зоя Ельмовапа 6-мĕш класри Александр Афорин "Пысăк тухăçсен маçтăрĕ" ята тивĕçнĕ. Вăл вăхăтра ачасен пĕлỹ шайĕ ỹссех пыни сисĕнет. Вĕренỹре ĕлкĕрсе пынипе пĕрлех шкул ачисем колхозсене те пулăшнă: çĕр улмипе кукуруз лартнă, чăх чĕпписем ỹстернĕ, кроликсем те усранă. 1958 çултан пуçласа çĕр-шывра пурин те сакăр çул вĕренмелле тăваççĕ. 1959 çулхи февральтен Ваçкаçырми шкулĕ Мăн Этмен шкулĕн филиалĕ пулса тăрать. Кăсăклă факт _ вăл вăхăтра районти виçĕ шкулăн улăм çи витти пулнă. 1959-60 вĕренỹ çулĕнче ачасем шкулăн тăватă çуртĕнче пĕр сменăпа вĕреннĕ, стадион, радиоузел, электростанци пулнă. Ачасене пĕлỹ парас тесе 29 учитель тăрăшнă, вĕсенчен 16-шĕ _ аслă пĕлỹллĕ. 1961 çулта 5-7-мĕш класри ачасене пур предметпа та вырăсла вĕрентме тытăннă, кĕнекесем пурне те çитнĕ. 1961-62 çулсенче Мăн Этмен шкулĕ "пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам политехника шкулĕ" пулса тăрать. 1960 çулхи сентябрьтен директорта Георгий Александрович Макаров ĕçлеме пуçлать. 1962 çулта вĕрентỹпе производство мастерскойĕ чул çурта куçать. Физикăпа хими приборĕсем тата 12 çĕвĕ машини туянаççĕ. Мария Максимовна Леонтьева заведующи тытса тăнă шкул библиотеки те çулсеренех пуянланса пынă. 1962 çултан ачасене 11 класс таран вĕренмелле тăваççĕ, 1963 çулта шкултан 25 платник, 25 тракторист, 20 электрик, хĕрарăм кĕпи çĕлекен 31 çĕвĕç, 27 механизатор вĕренсе тухать. Производство пĕлĕвĕ парас енĕпе Николай Иванович Ермолаев (машиноведени), Мария Николаевна Недикова (выльăх-чĕрлĕх пăхасси), Виталий Андреевич Стекольщиков (пыл хурчĕсем пăхасси), Федор Иванович Смелов (платник ĕçĕ), Иван Иванович Тверсков (электромонтерсене хатĕрлесси), Дарья Михайловна Фондеркина (çĕвĕ ĕçĕ) тăрăшнă. Директорăн производство енĕпе ĕçлекен çумĕсем Юрий Никифорович Мазуркинпа (транспорт инженер-технологĕ) Алексей Кириллович Тверсков пулнă, 1965 çултан _ Вера Андреевна Кузнецова. Н.ПОЛОЗИН, истори учителĕ.