10 сентября 2014 г.
Республикăн ял, вăрман тата сунар хуçалăхĕнче вăй хуракансен кашни уйăхри вăтам ĕç укçи кăçалхи январь-июль уйăхĕсенче 12174,1-шер тенкĕ (пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 13,8 процент пысăкрах) пулнă. Ку _ ЧР экономикине тỹпе хывакансен вăтам шалăвĕн 60 проценчĕ. Çав вăхăтрах пĕтĕм экономикăра тăрăшакансен ĕç укçи 9,5 процент ỹснĕ. Кăçалхи 7 уйăхра апат-çимĕç, вăл шутра ĕçмелли шывсем, туса кăларакан производствăра ĕçлекенсем уйăхсерен 18540,6-шар тенкĕ (2013 çулхи асăннă хушăринчен 9,3 процент нумайрах) илнĕ.