10 сентября 2014 г.
Шупашкарта республикăри çул-йĕр хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен правительство комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Иртнĕ çичĕ уйăхри аварисен шучĕ лару-тăру республикăра çăмăл маррине çирĕплетет. Кăçал, иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан, инкекре вилекен çынсен шучĕ ỹснĕ. Пĕлтĕр ку цифра 157 тĕлĕнче чарăннă, кăçал _ 166. Çичĕ муниципалитет районĕнче аварисен шучĕ, тăххăрăшĕнче çын вилесси ỹснĕ. Ун пеккисен шутĕнче _ Çĕнĕ Шупашкар (ỹсĕм 28,1 процент), Елчĕк (128,6), Комсомольски (38,5), Сĕнтĕрвăрри (35,7), Йĕпреç (30), Тăвай (18,2) тата Пăрачкав (6,7) районĕсем. Элĕк, Патăрьел, Йĕпреç, Комсомольски, Красноармейски, Çĕрпỹỹ, Шăмăршă тăрăхĕсенче, Çĕнĕ Шупашкар тата Канаш хулисенче кăçалхи çичĕ уйăхра аварисенче çын ытларах вилнĕ. Ларура район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров та территорири çул-йĕр хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене мĕнле татса панипе паллаштарнă. Районта çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ятарлă комисси ĕçлет. Çулталăк пуçланнăранпа комисси муниципаллă автомобиль çулĕсене тытса тăракан подряд организацийĕсене явăçтарнипе тăватă лару ирттернĕ. Вĕсенче пĕрле татса памалли çивĕч ыйтусене сỹтсе явнă. Комисси подрядчиксене çул çинче тивĕçлĕ çул-йĕр паллисем вырнаçтарманшăн тата муниципаллă çулсем çинче шăтăк-путăка юсаманшăн виçĕ предписани панă. Çул-йĕр хăрушсăрлăх никĕсĕсене пропагандăласси пысăк вырăн йышăнать. Ку енĕпе шкулсем активлă ĕçлеççĕ. Çак тĕллевпех кăçал та Мăн Этмен шкулĕнче çамрăк инспекторсем хушшинче "Хăрушсăр кустăрма" конкурс ирттернĕ. Районти тапхăрта çĕнтернĕ команда республикăри мероприятие хутшăннă. Ачасене вĕренỹ учрежденийĕсене шкул автобусĕсемпе турттарассине йĕркеленĕ. Автобус водителĕсем районти ДОСААФра 20 сехетлĕ курссенче квалификацине ỹстернĕ. Автобуссен техника лару-тăрăвне Çĕмĕрлери патшалăх çул-йĕр инспекцийĕн инспекторĕсем тĕрĕсленĕ. "2014-2020-мĕш çулсенче Хĕрлĕ Чутай районĕн транспорт тытăмне аталантарасси" муниципаллă программăн "Çулсем çинчи хăрушсăрлăха ỹстересси" çумпрограммине пурнăçлама 65 пин тенкĕ уйăрнă, сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне унăн çуррийĕпе çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă мероприятисене пурнăçланă май усă курнă. Ĕçсем харама кайманни куç кĕрет, районта çул çинчи аварисен шучĕ чакса пырать. Кăçал пирĕн районта пилĕк çул-йĕр пăтăрмахĕ пулнă, иртнĕ çул çак вăхăтра _ 11. Çуран çỹрекенсем хутшăннипе икĕ инкек пулнă, пĕлтĕрхинчен икĕ тĕслĕх сахалрах. Ỹсĕр водитель айăпĕпе кăçал та, пĕлтĕрхи пекех, икĕ пăтăрмах сиксе тухнă. Иртнĕ çул ачасем хутшăннипе пĕр авари пулнă-тăк, кăçал пулман.