10 сентября 2014 г.
Иртнĕ эрне кун район делегацийĕ Андриян Николаев çуралнăранпа 85 çул çитнине халалланă Шуршăлта иртнĕ митинга хутшăннă. Сăмах май, районти халăх музейĕнче летчик-космонавта чысласа "Çăлтăрсем патне инçе çул" курав йĕркеленĕ. Унта Андриян Николаев пирĕн района килсе çỹренĕ вăхăтри сăн ỹкерчĕксене курма пулать.
Район пуçлăхĕ Александр Башкиров Ишеккассинче пурăнакан Анастасия Петровна Борисована 95 çулхи юбилей ячĕпе саламланă, тыл ĕçченне РФ Президенчĕн саламлă Çырăвĕпе паллаштарнă.
Районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче хăрушсăрлăх уйăхлăхĕ пырать. Ăна инкек сиксе тухсан ачасене тĕрĕс йышăну тума вĕрентес, яваплăха туйма хăнăхтарас тĕллевпе ирттереççĕ.
Иртнĕ эрнере районта тăватă ача çуралнă, пĕр çын çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Кăçалхи январь-август уйăхĕсенче вара пĕтĕмпе 107 ача çуралнă, 225-ĕн вилнĕ.
Тăван тавралăха тирпей-илем кỹрес тĕллевпе иртнĕ шăмат кун район центрĕнче пурăнакансем, администрацинче ĕçлекенсем кĕркуннехи субботника тухнă. Территорисене çỹп-çапран тасатас ĕç эрнипех пырĕ. А.ЗАМУТКИНА.