10 сентября 2014 г.
2011 çулхи октябрьтен пуçласа "Патшалăх тата муниципаллă пулăшупа тивĕçтерессине йĕркелесси çинчен" федераллă саккунпа килĕшỹллĕн Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствин патшалăх автоинспекцийĕ те çăмăллатнă йĕркепе патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерет. Малашне патшалăх автоинспекцийĕн регистраципе экзамен подразделенийĕсен патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ чухне граждансемпе организацисенчен патшалăх власть органĕсенче пур документсене ыйтмалла мар. Ĕç тăвакан федераллă власть органĕсем патшалăх пулăшăвне тивĕçтересси тата патшалăх функцийĕсене электрон майпа пурнăçласси çине куçмалли планпа килĕшỹллĕн патшалăх автоинспекцийĕ информаципе телекоммуникаци технологийĕсемпе усă курса çак пулăшусемпе тивĕçтерет: автомототранспорт хатĕрĕсемпе вĕсен прицепĕсене регистрацилет; автомототранспорт хатĕрĕпе çỹреме ирĕк илме экзамен йышăнать тата водитель удостоверенийĕсене парать; çул-йĕр çинче административлă йĕркене пăсни пирки сведенисем тăратать. Пулăшу илес тесен Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ çинче регистрациленсен кăна электрон майпа заявлени хатĕрлеме тата интерактивлă сервиссемпе усă курма пулать. Порталпа усă курни граждансене вăхăта перекетлеме, ĕç кунне планлама, патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерекен органсен пỹлĕмĕсенче темиçе хутчен пулассине пĕтерме май парать. Патшалăх автоинспекцийĕ граждансемпе тата юридици сăпачĕсемпе электрон майпа патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе хутшăнни Интернетри портал урлă пулса пырать, унăн адресĕ: http:ỸỸepgu.gosuslugi.ruỸpguỸcatỸSTATE_STRUCTURE.html#online
А.МИХОПАРКИН, районти полици уйрăмĕн начальникĕ.