10 сентября 2014 г.
Андриян Николаев космонавт 85 çул тултарнине паллă тума Чăваш Ене сумлă хăнасем йышлăн килнĕ, вĕсем хушшинче _ Валентина Терешковапа Андриян Николаев летчик-космонавтсен хĕрĕ Елена Терешкова мăшăрĕпе тата ывăлĕпе. Уява хутшăннă Елена Андрияновна ашшĕ çинчен çапла аса илнĕ:
- Вăл çĕр çинчи чи лайăх аттеччĕ. Вăл манăн юлташчĕ, эпĕ ăна пĕтĕмпех каласа параттăм, вăл манăн пур вăрттăнлăха тапĕлетчĕ. Аттен тăван çĕр-шывне килсен мана çавăрса илекен туйăмсене сăмахпа каласа пама çук _ мăнаçлăх, савăнăç, телей. Кунта пачах урăхла тĕнче, çынсен ырăлăхĕпе ăш пиллĕхне путатăн. Манăн атте те çакăн пекчĕ _ тĕлĕнмелле çемçе те ырă çынччĕ. Мĕншĕн тесен чăваш çĕрĕ çинче пур çын та çакăн пек _ ыр кăмăллă, лайăх та ĕçчен. Аттеçĕм манăн аслă ывăлшăн чи лайăх кукаçиччĕ. Ачана типĕ тытма хуракан пусмана та улăштаратчĕ, пепкене апат та çитеретчĕ, унпа лăпкăн кăна уçăлса çỹретчĕ. Эпĕ хамăн икĕ уйăхри ывăла лăпкăнах аттепе хăварма пултараттăм. Ăçта та пулин каяс-тăк та шансах тăраттăм _ манăн ачана расписанипе ĕçтернĕ, çитернĕ.