15 сентября 2014 г.
- ЧР Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ сентябрĕн 10-мĕшĕнче Шупашкарта. Ларăва республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă. Пухăннисем строительство ĕçĕсене пурнăçлас тесе йĕркелесе ирттернĕ аукционсен кăтартăвĕсемпе, Сĕнтĕрвăрри хулине 2020 çулччен модернизацилессипе, ветеринари службипе, ушкăнпа вылямалли спорт енĕпе ĕçлекенсене бюджетран субсиди парассипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă. Чрезвычайлă лару-тăрусен Чăваш Енри комитечĕн ертỹçи Вениамин Петров республикăра пушарсем тухассине хирĕç йĕркеленĕ ятарлă режима пăрахăçлани пирки каланă. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов ялсенче пурăнакан специалистсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатмалли программăпа килĕшỹллĕн федераци тата республика енчен субсиди памалли йĕрке улшăннине каланă. Сăмах май, кăçал çак укçа-тенкĕне уйăрма палăртнă районсем хушшинче Хĕрлĕ Чутай та пур.
- Сентябрĕн 11-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Пенза облаçĕнче пулнă, тĕрлĕ ĕçлĕ тĕл пулусем хыççăн Пенза облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕпе Василий Бочкаревпа пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлемелли Килĕшĕве алă пуснă. - Сентябрĕн 21-мĕшĕнче çĕр-шывра, çав шутра пирĕн республикăра, районта "Нацисен кросĕ" чупу кунĕ иртет. Унта кăмăл тăвакансем пурте хутшăнма пултараççĕ.
- Октябрĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери хăвăрт утакансен кунне ирттерме палăртнă. "Раççей _ спорт çĕр-шывĕ" форум шайĕнче иртекен мероприятие 10000 ытла çын хутшăнасса кĕтеççĕ. - Хушма 3,1 млн ытла тенкĕ уйăрнă Чăваш Ене федераллă бюджетран инвалидсене ĕçпе тивĕçтерес енĕпе инфратытăм йĕркелеме.