15 сентября 2014 г.
_ Хĕрĕм, _ терĕ мана пĕррехинче анне, _ Чутайра пĕçерекен çăкăра пурте юратса çиетпĕр, çавăн çинчен çыр-ха хаçатра. Ара, хамăр кăна-и, район тулашĕнче пурăнакансем те мухтаççĕ пирĕн çăкăра. Иккĕмĕш сыпăкри Иван шăллăм нумаях пулмасть Шупашкартан килчĕ те _ тахçантанпах пулманччĕ вăл районта _ сĕтел хушшине чĕнтĕм, Чутай çăкăрне касрăм. "Ай-яй... Кун пек чăн-чăн çăкăр шăрши кĕрекен çăкăра юлашки хут хăçан çинине те астумастăп. Шупашкарта кун пеккине сутмаççĕ", _ тесе тĕлĕнтерчĕ шăллăм... Чутай çăкăрĕн техĕмлĕхĕпе тути чăннипех пуçа çавăрнине ĕнентерме тата тепĕр тĕслĕх илсе кăтартам-ха сире. Калкассинче çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Альбина Тукмакова та тăван района килсен чи малтан Чутай çăкăрне туянма васкать. Каялла тĕп хулана таврăннă чух та çак çăкăрах илсе каять... Хамăр патрине мĕн çиттĕр? Анне каласа пани пирки чылайччен шухăшласа çỹрерĕм. Хам та тахçанах пуç вататтăм-ха кун пирки, Чутай çăкăрĕ çинчен çырас шухăшпа çỹреттĕм. Тинех май килчĕ _ çак эрнере Хĕрлĕ Чутайри çăкăр заводĕнче пулса куртăм. Чи малтанах çакна калам _ Чутай çăкăрĕ Италире туса кăларнă, газ вăйĕпе ĕçлекен хальхи йышши кăмакасенче пиçет. Чустине те ятарлă машина çăрать. Çапах та çын алли пырса тивмесĕр пулмастех. 12 çын тăрăшать çăкăр пĕçернĕ çĕрте. Вĕсем талăкĕпех, сменăпа улшăнса ĕçлеççĕ. _ Мĕнре-ха Чутай çăкăрĕн ытарайми тутипе шăршин вăрттăнлăхĕ? _ ыйтрăм эпĕ "Четайское" ТЯО-н генеральнăй директорĕнчен Юрий Яндайкинран. _ Нимĕнле вăрттăнлăх та çук. Ĕлĕкхи технологипех, квас тĕпĕпе усă курса, ĕçлетпĕр, _ сăпайлăн хуравларĕ Юрий Осипович. Манăн вара хушса çапла калас килет: çăкăр пĕçерекенсем хăйсен ĕçне чунĕсене парса пурнăçланăран Чутай çăкăрĕ çапла тутлă пиçет те пулĕ. ... Кашни кун тенĕ пекех мăшăрăмпа ĕç хыççăн район центрĕнчи гастронома е "Вĕри çăкăр" лавккана кĕретпĕр _ тин çеç пиçсе тухнă Чутай çăкăрне туянма. Пĕррехинче вара пĕр мăшăр касса патне пычĕ те хăйсем суйланă Чутай çăкăрĕпе лимонадшăн, районта тăварлакан пулăшăн тỹленĕ май çапла каларĕ: "Тăван тăрăхра питĕ сайра пулатпăр. Чутай çăкăрĕпе пылак шывĕ тутлă пулнине пĕлетпĕр. Çавăнпа туянтăмăр. Хамăр патра туса кăларнă тавара мĕн çиттĕр? Унра тăван çĕр вăйĕ, çавăнпа тутлă". Çак сăмахсем çумне хушса мĕнех калайăн?
"Тутлă" экскурси _ Çĕмĕрлене хамăн тăвансем патне кайнă чухне яланах Чутай çăкăрне туянатăп, мĕншĕн тесен пĕлетĕп, вĕсене пирĕн районта туса кăларнă çăкăр питĕ килĕшет, _ тет Ирина Захарова, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн вĕрентекенĕ.
Шăпах вăл ертсе пыракан 9К класра вĕренекенсем сентябрĕн 10-мĕшĕнче çăкăр заводĕнче экскурсире пулчĕç. Кунта тăрăшакансем ачасене "Четайское" ТЯО-ра туса кăларакан çимĕçсенчен авăнса тăракан сĕтелпе кĕтсе илчĕç. Юратсах сăйланчĕç ачасем сĕннĕ апатпа. Ачасемпе пĕрле экскурсире ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Чăвашпотребсоюз" председателĕ Валерий Павлов, район пуçлăхĕ, райпо Канашĕн председателĕ Александр Степанов, райадминистраци ĕçĕсен управляющийĕ Юрий Ямсков пулчĕç. "Четайское" ТЯО-н генеральнăй директорĕ Юрий Яндайкин çăкăр завочĕн тĕп цехĕсенче мĕнле ĕçсем пурнăçланнипе паллаштарчĕ, çăкăр еплерех пиçнине кăтартрĕ, ăнлантарчĕ.Ачасенчен чылайăшĕ çăкăр мĕнле пиçнине халĕччен курманнине пытармарĕ, çавăнпа цехсем тăрăх тĕлĕнсех курса çỹрерĕç тăххăрмĕшсем.
Экскурсие килнĕ ачасене Валерий Павлов Раççейри тата Чăваш Енри потребительсен пĕрлешĕвĕсем хăçан тата мĕнле йĕркеленсе кайнипе паллаштарчĕ, паянхи кун потребкоопераци тытăмĕ мĕнле ĕçсем пурнăçлани пирки каласа пачĕ.
Хĕрлĕ Чутайри потребительсен обществин тĕп ĕçĕ-хĕлĕпе Александр Степанов паллаштарчĕ. "Райпо тĕрлĕ таварпа ваккăн сут тăвать, обществăлла апатланăва йĕркелет, хатĕрлев ĕçĕсене те пурнăçлать, _ ăнлантарчĕ ачасене Александр Юрьевич. _ Паян райпо тытăмĕнче ĕçлекен 72 предприятирен 58-шĕ суту-илỹпе çыхăннă, 12-шĕ _ обществăлла апатланупа. Унсăр пуçне "Четайское" тата "Янтарь" ТЯО-сем пур". Тăххăрмĕш класа каякансенчен хăшĕсем пулас професси пирки те шухăшлаççĕ пулĕ-ха _ райпо тытăмĕнче ĕçлеме тĕрлĕ професси çыннисем кирлине, çакна валли кооператив техникумĕпе институтĕнче вĕренме май пуррине пĕлчĕç ачасем.
Цифрăсен чĕлхипе Хальхи вăхăтра Хĕрлĕ Чутайри çăкăр заводĕнче 40 тĕслĕ çăкăрпа булка, 42 кондитер изделийĕсене туса кăлараççĕ. Кăçалхи сакăр уйăх хушшинче çăкăр _ 546 тонна, булка _ 112 тонна, кондитер таварĕсене 100 тонна кăларнă. А.КАРПОВА.