АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кỹршĕсен пушар тухнă

15 сентября 2014 г.

Çулталăк пуçланнăранпа район территорийĕнче 29 пушар тухрĕ. Иртнĕ çул ку вăхăтра 21 пушар пулнăччĕ. Кăçалхи пушарсен тăкакĕ пĕр миллион та 977 пин тенкĕпе танлашрĕ. Вут-кăварта иртнĕ çул икĕ çын вилнĕ пулсан, кăçал тăватă çыннăн пурнăçĕ татăлчĕ. Нумаях пулмасть, сентябрĕн 7-мĕшĕнче тата 11-мĕшĕнче, Сорăм ялĕнче пушарсем пулчĕç. Тĕлĕнмелле те, инкек юнашар кил хуçалăхĕсенче тухрĕ. Пĕрремĕшĕнче чĕлĕм тĕпне лайăх сỹнтерменнипе пỹрт ăш-чикки çунма тытăннă. Иккĕмĕшĕнче кинемей вучах чĕртсе хăварнипе ампар тата лаç çунса кайнă, пушарнăйсем пỹртне çăлса хăварчĕç. Çакăн пек инкексем ан пулччăр тесе тепĕр хут асăрхаттаратпăр: кĕркуннехи-хĕллехи хутса ăшăтмалли тапхăр çывхарать. Çавăнпа кăмакасене, ăшăтмалли хатĕрсене йĕркене кĕртмелле, вучах чĕртсен хуçасăр пăрахса хăвармалла мар. Вут никама та, ниме те шеллемест, унпа асăрхануллă пулăр.

А.ЯРАБАЕВ, пушар асăрхав пайĕн инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика