17 сентября 2014 г.
Кашни çамрăк мăшăр пĕрлешсенех хăйĕн умне йывăç ỹстерме, ывăл çуратма, çурт çĕклеме тĕллев лартать. Малтанхи икĕ тĕллевне çемьесен 98 проценчĕ хăйĕн вăйĕпех пурнăçлать пулсан, çурт лартма вара йывăртарах. Шел те, паянхи кун кашни çемье хваттер туянма пултараймасть. Чылай чухне çакă мăшăр уйрăлса кайнин сăлтавĕ пулса тăрать те. Çакăншăнах пĕччен амăшĕсен шучĕ ỹсет, çемье пахалăхĕ пĕтсе пырать.
Районта çамрăк мăшăрсене ялсенче вырнаçса пурăнма условисем туса парасси _ вырăнти влаçăн татса памалли тĕп ыйтусенчен пĕри. "2014-2017 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрччен ял территорийĕсене çирĕп аталантарасси" программăпа килĕшỹллĕн кăçал пĕтĕмпе çичĕ çамрăк çемьене тата çичĕ гражданина яллă вырăнсенче çурт тума 6 миллион та 665 пин те 480 тенкĕлĕх свидетельство панă.
Тунти кун, акă, учрежденисемпе организацисен ертỹçисен планеркинче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров тăватă çамрăк çемьене çурт туянма е çĕклеме патшалăхăн социаллă тỹлевĕн свидетельствине парса чысланă. Пулăшăва тивĕçнисен шутĕнче Хĕрлĕ Чутайри Мирăпа Петр Кондратьевсем те пур. Çемье патшалăх пулăшăвĕпе усă курса çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма ĕмĕтленет. Сăмах май, Кондратьевсем икĕ çул каялла, июлĕн 7-мĕшĕнче, Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ умĕн, пĕрлешнĕ. Халĕ вĕсен декабрь уйăхĕнче икĕ çул тултаракан пĕчĕк Семен ỹсет. Мира Петровна район больницинче шăл тухтăрĕнче, Петр Станиславович суд приставĕнче вăй хурать. Ĕçре тăрăшулăхпа палăрма ĕлкĕрнĕ çамрăксене коллективра хисеплеççĕ.
А.ДМИТРИЕВА.