17 сентября 2014 г.
Владимир Иванович ВОЗЯКОВ. 1952 çулта Штанашра çуралнă. Физик, физикăпа математика наукисен докторĕ, профессор, Чăваш Республикин наукăн тава тивĕçлĕ деятелĕ. 80 ытла наука ĕçĕн авторĕ. Хальхи вăхăтра Шупашкарти Кооператив институтĕнче кафедра заведующийĕнче тимлет.
Зиновий Федорович СМОЛОВ. 1954 çулта Пухтанкассинче çуралнă. Педагогика наукисен кандидачĕ, доцент. 50 ытла наукăпа вĕрентỹ ĕçĕ пичетленнĕ. Хальхи вăхăтра Шупашкарти Кооператив институтĕнче математика кафедрин доценчĕ.
Виталий Никифорович ТИМОФЕЕВ. 1940 çулта Пухтанкассинче çуралнă.1979 çултанпа И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçлет, 1992 çулта диссертаци хỹтĕленĕ, 1995 çултанпа _ геометрипе черчени кафедрин доценчĕ.120 ытла наука ĕçĕн авторĕ.
Альбина Борисовна НОВИКОВА. 1951 çулта Карăкçырминче çуралнă. 1995 çултанпа "Коминтерн" хуçалăха ертсе пырать. Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ (1998, 2011), Хĕрлĕ Чутай районĕн Хисеплĕ гражданинĕ.
Илья Яковлевич ЯРАБАЕВ. 1938 çулта Шĕмшешре çуралнă. Педагог, наукăпа методикăн темиçе ĕçĕн авторĕ. 1985-2011 çулсенче Шупашкарти экономикăпа технологи техникумĕн директорĕнче тăрăшнă. Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ (1992, 2006), Хĕрлĕ Чутай районĕн Хисеплĕ гражданинĕ.
Алексей Васильевич САВИНКИН. 1952 çулта Серенкассинче çуралнă. 1986 çултанпа Чăваш Республикин Аслă Сучĕн судйи, 2000 çултанпа яланлăхах судьяна лартнă. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ юрисчĕ (2005).
Николай Андреевич ЕЛЬМОВ. 1941 çулта Мăн Этменте çуралнă. 1960 çулта Мăн Этмен шкулĕнчен ылтăн медальпе вĕренсе тухнă. 1973-1992 çулсенче "Путь коммунизма" колхоза ертсе пынă, 1996-2001 çулсенче _ "Родина" ЯХПК-на. "Ĕçри хастарлăхшăн" медале тивĕçнĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ (1999).
Евгений Иванович ЯКОВЛЕВ. 1955 çулта Мучикассинче çуралнă. 1982 çултанпа Чулхулари патшалăх университетĕнче геометрипе аслă математика кафедринче ĕçлет, кафедра заведующийĕ, профессор, физикăпа математика наукисен докторĕ. 1999 çулта диссертаци хỹтĕленĕ, 50 ытла наука статйи пичетленĕ. Инесса Александровна ТРОФИМОВА. 1967 çулта Мăн Этменте çуралнă. Юридици наукисен кандидачĕ. 1989 çултан пуçласа Шупашкарта ĕçленĕ, 2007 çултанпа _ Мускаври çыхăну çулĕсен патшалăх университечĕн доценчĕ. Наука статйисемпе монографисен, вĕрентỹ пособийĕсен авторĕ. 2009 çултанпа Раççей юрисчĕсен Ассоциацийĕн членĕ. Сăвăсем çырать, 2009 çулта унăн сăввисен пуххи тухнă.
Владимир Иванович РОМАНОВ. 1941 çулта Кив Ирчемесре çуралнă. 1961-1964 çулсенче Совет Çарĕнче "Байконур" космодромра службăра тăнă. 2002 çултанпа Чăваш ял хуçалăх академийĕн менеджментпа маркетинг кафедрин доценчĕ. Ял хуçалăх наукисен кандидачĕ. РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Геннадий Иванович ВОРОНЦОВ. 1949 çулта Ирчкассинче çуралнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçленĕ, чăваш филологийĕпе культура факультечĕн деканĕ пулнă, 1992 çулта доцент ятне тивĕçнĕ. Филологи наукисен кандидачĕ. 1999 çулта вилнĕ.
Виктор Александрович ЧЕМАШКИН. 1947 çулта Хирлỹкассинче çуралнă. 1965-1968 çулсенче Омскри танкпа техника училищинче вĕреннĕ, академи пĕтернĕ, Казахстанра, Чехословакире службăра тăнă. 1987-1994 çулсенче Ташкентри аслă команда танк училищинче ĕçленĕ, кафедра начальникне çитнĕ. 1994-1999 çулсенче Омскри инженери институтĕнче службăра тăнă. Çар наукисен кандидачĕ. Полковник. Отставкăна тухнăранпа _ Чăваш Республикинчи пăшал клубĕн начальникĕ.
Серафим Андреевич ЕЛЬМОВ. 1926 çулта Мăн Этменте çуралнă. Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ. Украинăра финанспа экономика енĕпе ĕçлесе пурăннă. Полковник. Орденпа медальсене тивĕçнĕ. 2001 çулта вилнĕ.
Василий Иванович ФЕДОРОВСКИЙ. 1920 çулта Шĕмшешре çуралнă. Танк училищинчен вĕренсе тухнă, летчиксен курсне пĕтернĕ. 1941 çулта ăна Хĕрлĕ Çара илнĕ. Подполковник. Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ.
Василий Никифорович ОХТЕРКИН. 1926 çулта Шĕмшешре çуралнă. Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ. Çар училищине пĕтернĕ. Орденпа медальсене тивĕçнĕ. Подполковник.
Игорь Александрович ТРОФИМОВ. 1974 çулта Турханта çуралнă. Рязаньти аслă çар училищинче вĕреннĕ. Дагестанри çар ĕçĕсене хутшăннă, йывăр аманнă. Паттăрлăх орденне тата РФ Президенчĕн ятран паракан сехетне тивĕçнĕ. 2001-2002 çулсенче мир кỹрекен вăйсемпе Югославире пулнă. Капитан званийĕпе отставкăна тухнă. Хальхи вăхăтра Мускавра ĕçлесе пурăнать. (Пуçл. Вĕçĕ çитес номерте).
Н.ПОЛОЗИН, истори учителĕ.