АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика хыпарĕсем

22 сентября 2014 г.

- Сочири Инвестици форумĕнче _ Чăваш Ен делегацийĕ. Сентябрĕн 18-21-мĕшĕсенче Сочире Халăхсем хушшинчи инвестици форумĕ иртет, унăн ĕçне ертсе пыракан патшалăх деятелĕсем, бизнес представителĕсем хутшăнаççĕ. Форумра çĕр-шывшăн пĕлтерĕшлĕ тĕрлĕ ыйтусемпе пĕрлех регионсенчи инвестици хутлăхĕн аталанăвне сỹтсе явĕç. Ĕнер Михаил Игнатьев "Сочи-2014" инвестици форумĕн ĕçне хутшăннă, Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ертсе пынă пленарлă ларура пулнă. Çавăн пекех форумра Чăваш Республики Севастополь хулипе, Ставрополь крайĕпе, Ямал-Ненец автономи округĕпе тата "Раççей Перекет банкĕ" УАО-па пĕрле ĕçлесси пирки килĕшỹ тунă.

- Чăваш Республикипе "РЖД" УАО килĕшỹ тунă. Сентябрĕн 12-мĕшĕнче Канаш хулинче ĕçлĕ визитпа пулнă май Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "РЖД" УАО филиалĕн _ Чулхула чукун çулĕн начальникĕпе Анатолий Лесунпа нумай çуллăха çыхăнса ĕçлесси пирки калакан килĕшĕве алă пуснă. Палăртмалла, 2014 çулта Чăваш Енри чукун çулсене аталантарма 680 млн тенкĕ уйăрнă.

- Хальхи йышши центр пулĕ. Чăваш Енре кризислă лару-тăрăва йĕркелесе пыракан хальхи йышши Центр пулĕ. Çакăн пирки сентябрĕн 15-мĕшĕнче Мускавра РФ гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен министр Владимир Пучков Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă май пĕлтернĕ. Кризислă лару-тăрусен ĕçне пăхса тăракан управлени центрне пĕтĕмпех пысăк технологиллĕ хатĕрсем вырнаçтарма палăртаççĕ. Ĕçлĕ калаçу вăхăтĕнче Владимир Пучков юлашки çулсенче Чăваш Ен уйрăмах лайăх аталанса пынине каланă. Михаил Игнатьев юлашки пилĕк çул хушшинче чрезвычайлă лару-тăрура çынсен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнин кăтартăвĕ пĕчĕк пулнине палăртнă. Кун йĕркинче çавăн пекех Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул, Чăваш Автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявлама хатĕрленес ыйту та пулнă.

- Саккунсене алă пуснă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сентябрĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин бюджетне улшăнусем кĕртессипе çыхăннă саккуна алă пуснă. Унпа килĕшỹллĕн, 2014 çул валли республика бюджечĕн тупăшсен пайĕ пĕтĕмĕшле 2959,2 млн тенкĕ ỹсет, çавна май 36578,8 млн тенкĕпе танлашать. Раççей Правительствин йышăнăвĕсемпе саккунпа килĕшỹллĕн 2014 çулта бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен шалăвне ỹстерме, вĕренỹỹ, культурăпа туризм тытăмĕнче мероприятисем ирттерме, агропромышленность комплексне тата яллă территорисене, физкультурăпа спорта, сывлăх сыхлавне аталантарма тата ыттине валли хушма дотацисемпе бюджетсем хушшинчи трансфертсем 3086,2 млн тенкĕлĕх килмелле. Райадминистрацин финанс пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çитес çул валли район бюджечĕн проектне хатĕрленĕ. Улшăнусене сентябрĕн 25-мĕшĕнче пăхса тухĕç. Кун пирки тĕплĕнрех _ çитес номерсенче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика