22 сентября 2014 г.
Сентябрĕн 17-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Пирĕн района Чăваш Республикин Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ Татьяна Минина ертсе пыракан информаци ушкăнĕ килсе çитрĕ. Информаци кунĕнче тишкернĕ темăсене тĕплĕнрех уçăмлатма шăпах Татьяна Мининăран ыйтрăм.
- Татьяна Дмитриевна, малтанах хăвăр ертсе пыракан ушкăн пирки пĕр-ик сăмах каласа парсамăр тата унăн малашнехи планĕсене палăртсамăр?
- Эпĕ ертсе пыракан ушкăн ултă çынран тăрать, вĕсем: "Чăваш Республикин автомобиль çулĕсен управленийĕ" хысна учреждени директорĕ Игорь Прусаков, ЧР Юстици министерствин Управленийĕн начальникĕ Дмитрий Сержантов, Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн пай заведующийĕ, ЧР Пуçлăхĕн канашçи Михаил Кондратьев, ЧР Шалти ĕçсен министерствин дознани йĕркеленĕвĕн пай начальникĕн çумĕ Ирина Белова, "Чăваш наци телерадиокомпанийĕ" хăй тытăмлă учрежденин директорĕ Александр Магарин. Пирĕн ушкăн малашне çулталăкĕпех, çитес çулхи октябрь уйăхĕчченех, Хĕрлĕ Чутай çыннисемпе тĕл пулса калаçĕ, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусене татса пама пулăшĕ.
- Информаци кунĕнче пăхса тухнă тĕп ыйтусем пирки кĕскен чарăнса тăрар-ха.
- Хальхи вăхăтра спорт форумне тивĕçлĕ хатĕрленсе ăнăçлă кĕтсе илесси республикăн тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Çак тĕллевпе сентябрĕн 15-мĕшĕнче форума хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен республикăри комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Хатĕрленỹ ĕçĕсем хĕрсех пыраççĕ ĕнтĕ. Пирĕн республикăна форума ирттерме ăнсăртран суйламан: юлашки çулсенче физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçленине шута илнĕ. Пирĕн кăтартмалли те, мăнаçланмалли те пурах тесе шутлатăп. Форума хальхинче Раççейри спортăн конкурентлăхне тата граждансен ỹт-пĕвне пур енлĕн аталантарса сывлăха çирĕплетессине ỹстерес тĕллевпе ирттереççĕ. Унта Раççейри виçĕ пин çын тата чикĕ леш енчи 20 çĕр-шыв хутшăнасси паллă. Хĕрлĕ Чутай районĕнче те спорт енĕпе çитĕнỹсем çук мар. Шкулсенчен сахал мар спортсмен вĕренсе тухать, салтак çулне çитмен çамрăксем темиçе çул ĕнтĕ Раççей шайĕнчи Спартакиадăна, "Президент ăмăртăвĕсене" хутшăнса район, республика чапне çĕклеççĕ. ФСК хута кайни мĕн тери аван. Унăн пысăк стадионĕнче кашни уйăхрах Сывлăхпа спорт кунĕсем, тĕрлĕ ăмăртусем иртеççĕ, кĕçех "Наци кросĕ" те пулать. Хĕрлĕчутайсем спорт енне туртăнма пуçлани, районта сывă пурнăç йĕрки сарăлса, вăй илсе пыни сисĕнет. Информаци кунĕнче пушар хăрушсăрлăхĕн лару-тăрăвĕпе çыхăннă ыйтăва та тишкертĕмĕр. Шел те, районта пушарсем нумайланчĕç. Инкексем сахалрах пулччăр тесен пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене халăхра пропагандăлас ĕçе вăйлатмалла. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем тăтăшах ялсене тухса уйрăм кил-çуртсенче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăннине тĕрĕслеççĕ, çитменлĕхсене пĕтерме хушса хăвараççĕ пулин те, районта 29 пушар пулнă, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан сакăр пушар ытларах. Ку ыйтупа çине тăрсах ĕçлемелле, халăха асăрхаттарсах тăмалла. Кĕр-куннехи-хĕллехи хутса ăшăтмалли тапхăр çитсе пынă май лару-тăру татах çивĕчленме пултарать. Республикăра вырма ĕçĕсем вĕçленнĕпе пĕрех, 14 районта тĕш тырра вырса пĕтернĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕсене 98,7 процент пухса илнĕ. Районти хуçалăхсем вырма ĕçĕсене вăхăтра пурнăçланă темелле, 4380 гектар çинчен (100 процент) тыр-пул пухса кĕртнĕ. 8763 тонна тырă çапса илнĕ, тухăç 20 центнерпа танлашнă. Акă "Свобода" колхоз кашни гектартан 28,9 центнер тухăç илме пултарнă. Кĕр аки валли хатĕрлеме палăртнă çĕрсен 89,8 проценчĕ хатĕр. 1426 гектар (71,3 процент) çинче кĕрхи культурăсене акса хăварнă. Ака ĕçĕсем тăватă хуçалăхра вĕçленнĕ ĕнтĕ. Кĕрхи çĕртме тăвас ĕçсем вара малалла пыраççĕ.
- Татьяна Дмитриевна, Пĕрлехи информаци кунĕнче çынсене мĕн ытларах пăшăрхантарни палăрчĕ, мĕнле пĕтĕмлетỹсем турăр?
- Информаци кунĕ тухăçлă иртрĕ. Тĕл пулусенче çынсем ытларах вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусем пачĕç, хуравне те вырăнтах илме пултарчĕç. Штанашсем пĕвесем патне чул сарнă çул çитерме сĕнчĕç. "Çакă ялта пушар тухас пулсан питĕ кирлĕ", _ терĕç. Теприсем ялта пурăнакан ватăсене газ баллонĕпе киле пырса тивĕçтерме ыйтрĕç. Нумайăшĕ наци радиовне итлейменнишĕн пăшăрханать иккен. Ку енĕпе эпир вĕсене Интернетпа усă курса итлеме сĕнме пултаратпăр. Питĕркасси тăрăхĕнче пурăнакансем чăваш хаçачĕсенче ăнланман сăмахсем нумайланнине, вĕсене малтанхилле çырас правилăсене каялла тавăрмалли пирки калаçрĕç. Ку ыйтăва эпир Вĕренỹ министерствине çитерме шантаратпăр. Пĕтĕмĕшле илсен, хĕрлĕчутайсем лăпкă халăх пек туйăнчĕ. Çакă пурнăç çирĕп, тăн-тăн аталаннине пĕлтерет.
- Тавтапуç калаçушăн.
Алина ОРИНОВА ыйтса пĕлнĕ.