22 сентября 2014 г.
Прокуратурăна, хăй тĕллĕн ĕçлекен патшалăх институтне, Пĕрремĕш Петĕр патша йĕркеленĕ. Саккун çĕнтертĕр тесен ăна пăхăннине тĕрĕслекен учреждени кирлĕ пулнине ăнланнă вăл. Çавăнпа прокуратура туса хунă. 1722 çулхи январĕн 12-мĕшĕнчи Указĕнче çапла каланă: "Сенат çумĕнче генерал-прокурорпа оберпрокурор тата прокурорсен коллегийĕ пулмалла, вĕсен генерал-прокурора рапорт парса тăмалла".
Прокурорсем умĕнче тăракан задачăсен пĕлтерĕшне Пĕрремĕш Петĕр çапла палăртнă: "Çак чин пирĕн куç вырăнĕнче тата патшалăх ĕçĕсемшĕн тăрăшакан пулмалла".
Вăл вăхăтра прокуратура тивĕçĕсем анлă пулнă. Тĕрлĕ çулсенче генерал-прокурорсем финанс, юстици, шалти ĕçсен министрĕсен ĕçĕсене пурнăçланă. Паллă патшалăх деятелĕсем _ П.И.Ягужипский (пĕрремĕш генерал-прокурор), Д.Блудов, Д.Трошинский, Д.Замятин, Д.Набоков, Г.Державин тата ыттисем _ генерал-прокурорсем пулнă. 1943-1948 çулсенче СССР Тĕп прокуратурине пирĕн ентеш, Улатăр хулинче çуралса ỹснĕ К.П.Горшенин ертсе пынă, кайран вăл СССР юстици министрĕнче тимленĕ. Вĕсем пурте Тăван çĕр-шыва юратнă, мундир чысĕпе професси тивĕçлĕхĕшĕн çуннă. Раççей прокуратури икĕ ĕмĕр ытла Европăра чи лайăххисен шутне кĕнĕ, çирĕплĕхпе тата çынлăхпа палăрса тăнă. Çỹлерех асăннă вăхăтранпа прокуратура органĕсенче чылай улшăну пулса иртнĕ. Чăваш Республикинче прокуратура 1922 çулхи август уйăхĕнче йĕркеленнĕ.
Хальхи вăхăтра республика прокурорĕнче юстицин иккĕмĕш класлă патшалăх канашçи Владимир Георгиевич Метелин тăрăшать. Хĕрлĕ Чутай районĕн прокуратури йĕркеленнĕренпе _ 1931 çултанпа _ тĕрлĕ çулсенче район прокурорĕн тивĕçĕсене Каратаев, Чернов, Ласточкин, Павлов, Васюков, Л.А.Афанасьев, Р.И.Родионов, О.И.Степанов, В.И.Ярайкин, И.Г.Сахаров, Э.Г.Теклев пурнăçланă. Патшалăх тытăмĕнче паян прокуратура мĕнле вырăн йышăнса тăрать-ха? Паян, виçĕ ĕмĕр каяллахи пекех, прокуратурăн тĕп тивĕçĕ патшалăха тỹрĕ кăмăллă мар, саккуна пăсакан граждансенчен тата граждансене патшалăх тĕрĕсмарлăхĕнчен хỹтĕлесси шутланать. Прокуратура органĕсен малта пыракан тивĕçĕсем шутне преступленипе тата коррупципе кĕрешесси, граждансен прависемпе интересĕсене хỹтĕлесси кĕрет. Прокуратура органĕсен ĕç-хĕлĕнче çынсене хỹтĕлессипе мĕн çыхăннă, çав пĕтĕмпех пĕл-терĕшлĕ: шалу вăхăтра паманни, медицина пулăшăвĕ илесси, социаллă страховани, коммуналлă пулăшусен тарифĕсем тата граждансен ытти конституци прависем. Прокуратура малти вырăна граждансен прависемпе ирĕклĕхне, саккунлă интересĕсене хỹтĕлессине кăларать, çакă прокурор асăрхавĕн мелĕсемпе пурнăçланать. Вĕсенчен пĕлтерĕшлисем _ хирĕçлени, представлени тăратни, йышăну туни, асăрхаттарни.
Прокуратура ĕçченĕсемшĕн чи пĕлтерĕшли _ граждансен прависене пăснă тĕслĕхсене йĕркене кĕртесси. 2014 çулта район прокуратури саккуна пăснă 746 тĕслĕх тупса палăртнă, вĕсенчен çыннăн тата гражданинăн прависемпе ирĕклĕхне пăснисем _ 247. Предприятисемпе учрежденисен, организацисен ертỹçисем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем тĕлĕшпе 187 представлени, 81 хирĕçлев тăратнă, 35 хут административлă явап тыттарнă. Граждансен, патшалăхăн тата обществăн интересĕсене хỹтĕлесе суда 38 тавăç хучĕ тăратнă. Ку енĕпе район прокуратури активлă ĕçленĕрен правăна пăснă тĕслĕхсем сахалланнă. Экономика сферинче саккунсене еплерех пăхăннине те тĕрĕслесе тăрать район прокуратури. Асăннă сферăра саккуна пăснă 185 тĕслĕх тупса палăртнă, вĕсемпе 27 представлени тăратнă, 45 хирĕçлев панă. Прокуратура ĕçĕнче преступлени тăвакансемпе кĕрешесси тĕп вырăнта тăрать.
Палăртмалла, пĕлтĕр йывăр преступленисене пурне те уçса панă. Кунта правăна сыхлакан ытти органсемпе çыхăнса ĕçлени тĕп вырăнта тăрать. Çут çанталăка сыхлассипе, налуксемпе, банксемпе, бюджетпа, сывлăх сыхлавĕпе, наци проекчĕсене пурнăçлассипе, предпринимательсен прависене хỹтĕлессипе çыхăннă саккунсене пăхăннине те прокуратура тимлĕхре тытать. Нумай енлĕ ĕçсем пурнăçлани прокуратурăна вăйлатать, обществăра пулса иртекен пулăмсене витĕм кỹме май парать. Çакă прокуратура сотрудникĕсене дисциплинăна пăхăнма, квалификацие ỹстерме, хăйсен тивĕçĕсене пурнăçланă май çĕнĕлле ĕçлеме ыйтать. Паян прокурорсенчен çирĕпрех ыйтаççĕ, вĕсен умне йывăртарах тĕллевсем лартаççĕ. Калăпăшлă реформăсем, пурнăçланакан наци проекчĕсем прокурор асăрхавĕн пахалăхне ỹстерме ыйтаççĕ.
Вăхăт сисĕнмесĕрех иртет. Саккуншăн службăра тăнă прокуратура ветеранĕсем тивĕçлĕ канăва тухаççĕ. Вăхăт çыхăнăвне татас мар тесен прокурор эстафетине çамрăк ăрăвăн шанчăклă аллине памалла. Районта пурăнакансем яланах çирĕп шанса тăччăр: прокуратура ĕçченĕсем хăйсен чысĕ çинчен манмасăр яланах граждансен прависемпе ирĕклĕхне, саккунлăха хỹтĕлĕç. Палăртмалла, районти асăрхав органĕн кăтартăвĕсем шутпа мар, пултарулăхпа туптанаççĕ. Район прокуратуринче пурĕ тăватă оперативлă сотрудник, пĕр специалист, икĕ техника ĕçченĕ тимлет. Апла пулин те вĕсем, ĕçе тĕрĕс йĕркелесе пынăран, прокуратура умне лартнă пур задачăна та пурнăçласа пыраççĕ.
А.ОРИНОВА.