АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурри уйрăлупа вĕçленет

22 сентября 2014 г.

Мăшăр мĕншĕн уйрăлать? Уйрăлакансен ытларах пайĕ _ çамрăк мăшăрсем. Çемье пурнăçĕпе йăлăхман çамрăксем хушшинче кун пек пулмалла мар пек. Çапах та статистика тĕпчевĕн кăтартăвĕсем кăмăла хуçаççĕ.

Федераллă патшалăх статистика службин кăтартăвĕсемпе çулталăк пуçламăшĕнче Чăваш Ен çĕр-шыври ытти субъектсем хушшинче уйрăлусен хисепĕпе 17-мĕш вырăнта пулнă, федерацин Атăлçи округĕнче _ 5-мĕш. Иртнĕ çул республикăра 9287 мăшăрланăва регистрациленĕ пулсан, çав çулах вĕсен 50 проценчĕ майлă _ 4657 мăшăр _ уйрăлнă. Арканакан çемьесен шучĕ 5 процент ỹснĕ.

Хамăр района илес пулсан та кăтартусем чаплă теме çук, çапах юлашки тапхăрта лайăх улшăнусем пурри сисĕнет. 2013 çулта 94 мăшăр пĕрлешнĕ, 44 _ уйрăлнă. 2014 çулхи сакăр уйăхра ЗАГС пайĕ 64 мăшăр çемье чăмăртанине, 26 мăшăр уйрăлнине регистрациленĕ. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан самай сахалрах. Кăçалхи август уйăхĕнче, акă, 17 мăшăр çемье чăмăртанă. Тăватă мăшăр суд йышăнăвĕпе уйрăлнă.

Мĕншĕн? Тен, уйрăлнă тĕслĕхсен час-часах тĕл пулакан сăлтавĕсене тишкерер. Психологсем уйрăлусен 10 сăлтавне палăртаççĕ. Вĕсенчен пиллĕкĕшне сỹтсе явар-ха. Пĕрремĕшĕ: фиктивлă тĕллевпе çемье чăмăртани. Юри пĕрлешни мар, йăнăш пĕрлешни пирки сăмах пырать. Ашшĕ-амăшне лăплантарас, савнă хĕр е каччă çине тарăхнипе, пĕр-ик кун шур кĕпепе е костюмпа çỹрес килнипе... Сăлтавсене нумай асăнса кайма пулать. Кун пек чухне мăшăр хăйне мĕншĕн качча тухатăп е авланатăп тесе ыйту памасть. Вăхăтра çак ыйту çине хурав шыранă пулсан çирĕп мар çемьесем пулмĕччĕç. Иккĕмĕшĕ: йăлари татса памалли ыйтусем. Çемье чăмăртанă чухне çамрăксем хăйсене туй хыççăн мĕнле пурнăç кĕтни пирки шухăшламаççĕ. Йăлари ыйтусенчен никам та тарса пытанаймасть. Малтанах пурне те йывăр. Мăшăрăн хуçалăха пĕрле тытма хăнăхса пымалла. Чи малтанах тỹсĕмлĕх кирлĕ, чăтма, каçарма пĕлни уйрăлу патне çитермĕ. Виççĕмĕшĕ: ашшĕ-амăшĕ пулăшни. Телейлĕ пурнăç çулĕ çинче шăпах вĕсем чăрмав пулса тăраççĕ. Пурнăçра хура-шурне нумай курнăскерсем çамрăк мăшăра пулăшма, вĕрентме тăрăшаççĕ. Анчах çакă çемьере "çил-тăвăл" кăларать. Çамрăксем аслисен ăсне уясшăн мар. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕн вĕсене сĕнỹсемпе йăлăхтармалла мар. Тăваттăмĕшĕ: уйрăм пурăнмалли вырăн çукки. Туй хыççăнах уйрăм пурăнма тытăнакансем сахал, ашшĕ-амăшĕн килĕнче тăваткал метрсене пайлама е тара илсе пурăнма тивет чылайăшĕн. Çакă çемье бюджетне те, çемьене хăйне те пырса тивет. Çавăнпа харпăр хăй "йăвине" малтанах пăхса хумалла. Пиллĕкмĕшĕ: ача çурални. Çемьере çĕнĕ çын хушăнни ашшĕ-амăшĕшĕн савăнăç та, стресс та. Ача пăхассипе çыхăннă йывăрлăхсем пуçланаççĕ: хĕрарăм ачана тимлĕх ытларах уйăрни, ывăнни, упăшка кăмăлне тивĕçтерме пăрахни... тата ытти те.

Тепĕр пилĕк сăлтавĕ шутне укçа çитменнине, савăшура тивĕçтерменнине, характерсем пĕр килменнине, юлташсемпе час-часах ĕçкеленине тата чун-чĕре чухăнлăхне, пĕрешкел интерессем çуккине кĕртеççĕ. Статистика кăтартнă тăрăх, мăшăрланура малтан пулманнине кайран тупаймастăн. Мăшăрăн пĕрешкел интерессем, пĕр пек пăхни, хобби пулмаллах. Туй хыççăнах телевизор умĕнче кунĕн-çĕрĕн ларма кирлех-ши? Çемьере лăпкă лару-тăрура шăкăл-шăкăл калаçса ларни е пĕрле ĕçлени тем пекех паха. Хальхи саманара çемье чăмăртама çăмăл мар, упраса хăварма тата йывăртарах. Уйрăлу патне илсе çитерекен чи анлă сарăлнă йăнăшсене пĕлсен, вĕсене тумасан, чи кирлине _ çемьене _ сыхласа хăварма пулатех.

ÇАВ ХУШĂРА Çемье вăл _ "пĕчĕк Чиркỹỹ" Сентябрĕн 16-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли Пĕчĕк залĕнче ЗАГС пайĕ пуçарнипе "Хĕрлĕ Чутай районĕнчи хальхи условисенчи çемьепе мăшăрлану хутшăнăвĕсен уйрăмлăхĕсем" темăпа çавра сĕтел иртнĕ. Ăна çемье статусне хăпартас, çемье пахалăхне тата чунпа кăмăл-сипет воспитанине пропагандăлас тĕллевпе йĕркеленĕ. Çавра сĕтеле район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Юрий Ямсков, ЗАГС пайĕн ертỹçи Елена Барышникова, Турă Хĕреснĕ Çĕкленĕ храмăн настоятелĕ Максим атте, социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Вера Ярабаева, специалистсем тата йывăр лару-тăрăва кĕрсе ỹкнĕ пĕр мăшăр хутшăннă. Çавра сĕтеле пухăннисем хальхи вăхăтри çемьери актуаллă ыйтусене çĕкленĕ: çемьери хутшăнусем, уйрăлнă чухнехи тавлашуллă самантсене суд мĕнле татса пани, çемье институтне çирĕплетес тĕлĕшре власть органĕсен пĕлтерĕшĕ тата ытти те. Дискуссире кашниех хăйĕн шухăш-кăмăлне пĕлтернĕ. "Çемье вăл _ "пĕчĕк Чиркỹỹ", ăна упрамалла, хисеплемелле, пĕр-пĕрне тĕрев парса пулăшса тăмалла..." _ тенĕ Максим атте.

А.ЗАМУТКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика