24 сентября 2014 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ
_ Сочири Инвестици форумĕнче. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сочире иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери инвестици форумне хутшăнса пĕрле ĕçлесси пирки чылай килĕшỹ тунă. Сентябрĕн 19-мĕшĕнче Михаил Игнатьев "Реново" компанийĕн правленийĕн председателĕпе Алексей Московпа килĕшỹ тунă. Çавăн пекех Раççей Перекет банкĕн правленийĕн председателĕпе, президенчĕпе Герман Грефпа банкпа республика тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă. Документра палăртнă тăрăх
_ Перекет банкĕ Чăваш Еншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ инвестици проекчĕсене, пурăнмалли çурт-йĕр тумалли программăсене хутшăнĕ, индустрипе инноваци инфратытăмне, агропромышленность комплексне, энергетикăна, çыхăнупа телекоммуникаци тытăмĕсене, транспорта аталантарма тĕрев парĕ. Чăваш Ен территорийĕнче наукăпа тачă çыхăннă, пысăк технологисене тĕпе хуракан инвестици проекчĕсене пурнăçлама палăртнă. Килĕшĕве алă пуснă хыççăн журналистсем унăн усси пирки ыйтнине хуравласа Герман Греф Чăваш Ен кризис тапхăрĕнче ипотекăна субсидилемелли опытпа усă курнă пирвайхи регионсенчен пĕри пулнине аса илтернĕ: "Çак опыт хăйне тỹрре кăларчĕ, эпир федерацин мĕн пур субъекчĕпе çакнашкал килĕшỹсем тума пуçларăмăр. Çавна май çурт-йĕр туянасси тытăмĕнче ипотека тỹпи 10-11-тен 30-35 процент таран ỹсрĕ. Перекет банкĕ Чăваш Ен Правительствипе нумай çул çыхăну тытса тухăçлă ĕçлет, çак килĕшỹ регион аталанăвне пулăшасси пирки иккĕленместĕп". Тепĕр кунне Михаил Игнатьев тата РФ промышленноçпа суту-илỹ министрĕ Денис Мантуров ЧР Министрсен Кабинечĕ тата асăннă министерство тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă. "Килĕшỹ пирĕн министерствăна тата Чăваш Ене çĕнĕ индустрисене аталантарас, пысăк технологисене тĕпе хуракан производствăсем, çĕнĕ предприятисене хавхалантаракан механизмсем йĕркелес енĕпе пулăшасса шанатпăр", _ тенĕ Денис Мантуров. Çав кунах тепĕр килĕшỹ те çуралнă _ ăна Крым Республикин пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Аксеновпа алă пуснă. Документ Чăваш Ен тата Крым правительствисем суту-илỹпе экономика, наукăпа техника, социаллă пурнăçпа культура енĕпе килĕштерсе ĕçлессине çирĕплетет. Михаил Игнатьев "Раççей Европăпа Ази хушшинче: паянхи условисенчи çĕнĕ регион политики" пленарлă ларăва та хутшăннă. Унта Азири çĕр-шывсемпе тытакан хутшăнусем çирĕпленнине палăртнă. Хамăр республикăна илес-тĕк _ Чăваш Ен Китайпа пĕрлехи проектсене пурнăçлать, вĕсенчен пĕри _ агропарк строительстви.
Лару вĕçĕнче Ольга Голодец вице-премьер ЧР Пуçлăхне Михаил Игнатьева Пĕтĕм Раççейри регионсен социаллă аталанăвĕн программин "Çынлăх" номинацийĕн çĕнтерỹçин Дипломне парса чысланă. Чăваш Ен çак конкурсра аталану енĕпе чăрмавсем пур ачаллă çемьесене психологипе педагогика енĕпе пулăшас тытăм çинчен хатĕрленĕ "Лекотека _ вăйă территорийĕ" проектпа хутшăннă.
Асăннă проекта 2012 çулта пурнăçлама тытăннă, икĕ хут тăснă. Халĕ вăл яланхи йĕркепе ĕçлет. Çак тапхăрта проекта 800 ытла ачана явăçтарнă, 700 ытла ашшĕ-амăшне вĕрентнĕ. Сентябрĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Сочи-2014" инвестици форумĕпе килĕшỹллĕн иртнĕ çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха уйрăм инвестицисене явăçтарса модернизацилес ыйтусене сỹтсе явнă çĕре те, РФ субъекчĕсенчи инвестици климачĕн наци рейтингĕн комитечĕн уçă ларăвне те хутшăннă, рейтинг субъектсен хавшак тата вăйлă енĕсене тĕрĕс хаклани çинчен каланă. А.ЗАМУТКИНА.