24 сентября 2014 г.
Эрне кун, сентябрĕн 19-мĕшĕнче, ял хуçалăх темипе çыракан республикăри журналистсем, вăл шутра пирĕн район хаçачĕн корреспонденчĕ Альбина Замуткина, Вăрнарти типĕ çусăрлатнă сĕт заводĕнче "Чăваш Республикин агропромышленность комплексĕнчи татса памалли ыйтусене çутатса парас тĕлĕшри практика опычĕ" ятпа иртнĕ семинар-канашлăва хутшăннă.
Республикăри пичет, çавăн пекех теле- тата радиокомпани ĕçченĕсем малтанах сĕт завочĕ тăрăх курса çỹренĕ. Заводăн тĕп директорĕ Федор Волков сĕт продукцийĕ туса кăларас производствăпа паллаштарнă. Унтан ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, информаци политикин министрĕ Валентина Андреева хутшăннипе семинар-канашлу иртнĕ. Ял хуçалăх министрĕ журналистсене хумхантаракан чылай актуаллă ыйтусене хуравланă _ инвестицисенчен пуçласа министр райхаçатсене вулани таранах.
Мероприяти агропромышленность комплексĕн ĕç-хĕлне тăтăшах хаçатра, радиопа, сенкер экран çинче çутатакан журналистсене ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене панипе вĕçленнĕ. Хисепе пĕтĕмпе республикăри 13 журналист тивĕçнĕ. Палăртма кăмăллă, вăл шутра пирĕн ĕçтешĕмĕр Альбина Замуткина та пур. Саламлатпăр ăна!
Редакци.