29 сентября 2014 г.
Нумаях пулмасть Чăваш радиовĕпе пĕр хĕрарăм Украинăран тарса килнĕ çынсем юнашарти пушă пỹртре вырнаçса пурăннишĕн, вунă çул ытла пушă ларнă çуртра тинех каçпа çутă пулнишĕн, урама тухсан кỹршĕпе калаçма пултарнишĕн савăнни пирки каларĕ. Передачăна итленĕ май çав хĕрарăмăн сăмахĕсем манăн шухăшпа пĕр килнине ăнлантăм. Хамăр кỹршĕре те икĕ айккипех пушă çуртсем лараççĕ. Юлашки икĕ çул хушшинче кăна пĕрисем пенсие тухнă май çуллахи вăхăтра ялта пурăнчĕç. Тепĕр енчисем те çулла пĕр хушă килкелерĕç. Урам тулнă пекех туйăнчĕ вара. Кỹршĕре каçсерен çутă пурри, сад-пахча йĕркеленсе кайни, килте шăрпăк пĕтсе çитсен пускиле чупма май пурри çав тери лайăх. Пĕр-пĕр ĕç пирки те кỹршĕпе калаçса илме пулать.
Анчах та кĕркунне çитнĕ май кỹршĕсем каллех хуланалла пуçтарăнма пуçлани сисĕнме пуçларĕ. Кĕçех, ак, алăкра пысăк çăра çакăнса юлĕ те пушă çурт кичеммĕн те тăлăххăн курăнма пуçлĕ. Каллех чĕрене тунсăх пусĕ.
Çапла, ялсенче халĕ пушă, хупăннă çуртсем нумай. Хамăр ялтах эпĕ 50 çурт пушă ларнине шутласа кăлартăм. Район центрĕнчен виçĕ çухрăмра вырнаçнă, газ, шыв, çул кĕрекен ялта çавăн пек пулсан инçетрисенче лару-тăру мĕнле-ши? Шутласа пăхма та шикленмелле.
2010 çулта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ районта тĕппипех хупăннă ялсем çуккине (республикăри ытти районсенче икшер, виçшер ялсем пĕтнĕ тĕслĕхсем пур) кăтартса панăччĕ. Унтанпа чылай улшăну пулчĕ ĕнтĕ, çапах пĕчĕк ял шăпи хумхантаратех. Раççейре тухса тăракан хаçатра çырни кăна ан çиттĕрччĕ. Унта пĕр ялта икĕ çын çеç тăрса юлни пирки çырнăччĕ. Чунĕсем кỹтсе килнĕ вăхăтра вĕсем алăк умне тухса: "Караул!" _ тесе кăшкăраççĕ-мĕн, анчах вĕсене никам та илтмест, çаплах кăшкăраççĕ тет, мĕн чун çăмăлланиччен...
Куç умне вара ватă, çăм атăпа çĕтĕк фуфайка тăхăннă икĕ çын тухса тăрать. Вăйсăрланса çитнĕскерсем, мĕн пур сасăпа кăшкăраççĕ, сассисем майĕпен пĕтсех пыраççĕ пек...
Тĕрĕссипе çав сасăра чир-чĕрпе, ватлăхпа, вăйсăрлăхпа тулса çитнĕ нуша палăрать ĕнтĕ: сивĕ çуртра вилсе выртасран хăрани (тен, хытса выртăн та никам та пĕлмĕ, курмĕ, ăнсăртран иртен-çỹрен кĕрсе тухмасан), вĕсен сассинче шанчăка ĕненни те пур пек _ темле пулсан та ялта пĕччен юлнă ватăсем кам та пулин килессе, калаçса чуна йăпатасса, пилĕк е ура ыратнине сиплессе кĕтеççĕ.
Çапла кăшкăрнинче ачисем çине пăшăрханни те пур. Вĕсем тăван кĕтесрен тухса кайнă та ашшĕ-амăшне маннă, тăван çĕртен уйрăлса ют çырансене перĕнсе çỹреççĕ.
Тата _ чун ыратăвĕ, малалла пурăнас килни, анчах пăхатăн та _ нумай та юлман... Йăлтах иртсе кайнă, нимĕн те улăштараймăн, тавăраймăн... Ку _ çак йĕркесен авторĕ шухăшласа кăларни мар, чăнлăх. Шел те, официаллă кăтартусем СССР арканнăранпа, 20 ытла çул хушшинче, çĕр-шывра 20 пин ял пĕтнине палăртаççĕ. Тепĕр 20 пинĕ паян-ыран хупăнса ларма пултарать. Вĕсенче 5-7 ватă çеç пурăнать.
Çак йыша хамăр районти виç-тăват пĕчĕк ял та кĕрет пулĕ. Хĕл каçма юлашки хула çыннисем тухса кайрĕç-тĕк _ ялта никам та юлмасть. Ватăсенчен хăшĕсене ачисем хулана илсе кайкалаççĕ, лешĕсем вара каяллах таврăнаççĕ. "Тăван кĕтесре çĕрĕ те хăвăн, сывлăшĕ те сиплĕ", _ теççĕ. Пурăнкалаççĕ çапла майĕпен, кашни кунах пĕри теприн патне чĕрĕ-ши, чирлесе выртмасть-и тесе çитсе килкелеççĕ, эрнере пĕр-ик хут килекен лавкка машинине кĕтеççĕ...
Ялсем пĕтсе пыни мана темиçе çул каялла Чăваш Енрен Çурçĕрти тăвансем патне кайса килнĕ чухнех кăсăклантарнăччĕ. Ун чухне чи малтан вырăс нацине çăлмалли пирки шухăшласа пынăччĕ. Ара, çул тăршшĕпех _ пĕр ỹкерчĕк: хупăннă ялсем, ишĕлсе аннă ферма çурчĕсем... Кантăксене, алăксене чуспа урлă çапса хăварнине курсан кăмăл хуçăлнăччĕ. Хитре вырăнсем, çут çанталăк, вăрмансем, юнашар вара пĕтнĕ ялсем ларнипе пĕрре те килĕшес килмерĕ. Тĕлĕнмелле! "Ăçта, мĕншĕн тухса кайнă-ши, нивушлĕ пĕр çын юлмиччен вилсе пĕтнĕ?" _ канăç памарĕç шухăшсем.
Пĕр пушă ял витĕр тухнă чухне ик-виç килте çынсем пурăннине, çурт умĕнче тараса пуррине асăрхаса шыв ĕçме чарăннăччĕ. Ку ялта йытă вĕрнĕ сасă та илтĕнмерĕ, кил умне ертсе пыракан сукмак та курăнмарĕ. Шутлă çыннисене курсан вĕсем те чĕрĕ мар пек туйăнчĕç. Хăйсем 40-50 çулсенче пулин те авалхи çынсене аса илтерчĕç. Тараса патне пытăмăр _ вĕсем нимĕн те калаçмарĕç, ыйтмарĕç, нимĕнпе те интересленмерĕç. Çынсем пурнăçран ывăнни çеç сисĕнчĕ. Акă мĕн хăратать! Ял пĕтни _ халăх культурин тымарĕсем, наци пĕтни.
Тепĕр хăрушлăх вăл _ çирĕм çул хушшинче 20 пин яла кăна мар, тата 20 миллион çынна (Иккĕмĕш тĕнче вăрçинчи чухлĕ) çухатни. Халăх чакса пырать. Сайраланса юлнă ялсенче пурăнакансем Мускавалла тата пысăк промышленность центрĕсем çумнелле туртăнаççĕ. Пăрахса хăварнă пысăк территорисене вара кỹршĕсем куç хываççĕ. Пĕтĕмпех шỹт вырăнне йышăнма пулĕччĕ те, анчах Инçет Хĕвел тухăçри çĕрсене тахçанах Китай çыннисем парăнтарни никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ.
Çакăн пек ỹкерчĕксем хупăнакан кил-çурт хыçĕнчен ан курăнччăрччĕ, кỹршĕре вара яланах çутă пултăрччĕ! Альбина ЗАМУТКИНА.