01 октября 2014 г.
Самана улшăнчĕ. Ялти пурнăç çамрăксене килĕшми пулчĕ. Çĕр çинче ĕçлесси, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси пархатарсăр та кирлĕ мар ĕç пулса тăчĕ. Çемье çавăрнă çамрăксем ашшĕ-амăшĕпе пĕр килте пурăнасси те хыçа юлчĕ. Çĕнĕ мăшăр ирĕкре, епле пулсан та уйрăм пурăнма тăрăшать. Машăпа Саша пĕр çемье чăмăртанă чухне Михал мучипе Нина мăнак вăй питти çынсемччĕ-ха. Кил таврашĕнчи ĕçсене хăйсемех тирпейлесе, пуçтарса тăратчĕç, выльăх-чĕрлĕх те йышлă тытатчĕç, пахча çимĕçне те туса илетчĕç. Ывăлĕ мăшăрĕпе хулана каяссине пĕлтерсен хирĕçлемерĕç, хальлĕхе пурăнма хамăрах вăй çитеретпĕр терĕç. Ватăла пуçласан ывăлĕпе кинĕ яла таврăнасса шанчĕç. Çулсем сисĕнмесĕр пĕрин хыççăн тепри иртрĕç. Михал мучи те пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Пенсие тухнă Нина мăнак хăтлă çуртра пĕчченех пурăнма пуçларĕ. Машăпа Саша тата вĕсен икĕ ывăлĕ яла таврăнма шутламарĕç. Ывăлне ватăлса пыракан амăшĕн пурнăçĕ хумхантармарĕ, шухăшлаттармарĕ. Текех ывăлĕ яла таврăнмассине питĕ лайăх ăнланать ватă. Пурнăçĕнчи юлашки çулĕсене пĕчченех ирттермеллине чухлать. Анук аппан вара кун-çулĕ пачах та урăхла çаврăнса тухрĕ. Унăн, мăшăрĕнчен çамрăклах пĕччен тăрса юлнăскерĕн, килĕнчен тухса кайма тиврĕ. Ывăлĕпе кинĕшĕн кермен пек çуртра ун валли пĕр кĕтес те тупăнмарĕ. Ачисене пĕчченех çитĕнтерсе, вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларчĕ, асаппа тертне нумай курчĕ. Мăшăрĕ вилсен, чунĕ тăвăлса çитнĕ чухне, масар çине кайса Иван пиччен вил тăприйĕ çине выртса йĕчĕ, тĕпренчĕкĕсене çын шутне кăларма вăй-хăват ыйтрĕ, чун ыратăвне куççуль витĕр кăларчĕ. Хуçăлмарĕ вăл, ĕçке те ярăнмарĕ, ĕçлерĕ, ачисене çын турĕ. Ватлăх кунĕнче вара, çак вăхăталла ывăлĕпе кинĕн хăйсен те пенсие тухмалли çулĕсем çитсе пыратчĕç, Анук аппа пỹрт алăкне хупса тухса кайрĕ. Юрать, ваттисен çуртĕнче çăлăнăç тупрĕ. Ывăлĕпе кинĕ те, пенсире ĕнтĕ вĕсем, ачисем те ялта тĕпленсе пурăнас шухăшлă пулмарĕç. Çăмăл пурнăç шыраса тăван килтен тухса тарчĕç. Ашшĕ-амăшĕ патне килсе пулăшма васкамаççĕ, хура ĕçпе аппаланса вараланасран шикленеççĕ пулас. Паян ватă амăшне килĕнчен кăларса янă ывăлĕпе кинĕ иккĕшех кил таврашĕнчи ĕçсене пурнăçлаççĕ-ха, вăй çитереççĕ. Анчах та вăй-хал çулран-çул чакса пырать. Вĕсене кайран хăйсен тĕпренчĕкĕсем килсе пăхĕç-ши? "Ватта сума сăвакан хăй те ырă куракан", - тесе калакан ваттисен сăмахĕ вĕсемшĕн тепĕр майлă килсе тухмĕ-ши?
А.АЛЕКСЕЕВА.