АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăнтăр кунĕнче те пускил патне кĕреймĕн

01 октября 2014 г.

Хапха алăкĕ хупă пулнипе кỹршĕсен анкартийĕпе çаврăнса кĕме тиврĕ. Хĕвел питтинче, кил картишĕнче, пилĕкне ăшăтса ватă шухăша путнă... Мана курсан кинемей сăмах пуçларĕ. - Нумаях пулмасть-ха çапла иккĕн-виççĕн пỹртех тапăртаттарса кĕчĕç. Тем-тем япали сутаççĕ, ах, епле çепĕç калаçаççĕ... Йỹнĕ хакпа паратпăр теççĕ, малтан парне ку теççĕ, унтан улталаса-калаçтарса тем хакпа кирлĕ мар япала сутса хăварма пултарчĕç. Ют çынран хăрамалла хальхи саманара. Ĕлĕк яла килекен çынна ыр сунса кĕтсе илнĕ, хăнана чĕнсе кĕртнĕ, ыйтса пĕлнĕ. Халĕ вара кăнтăр кунĕнче те пускил патне кĕреймĕн. Хапхисене тĕкĕлесе лартаççĕ, анкарти алăкĕсене питĕреççĕ. Каçпа йăтса кайма та пултараççĕ. Сиссе те юлаймăн. Юрать, ачасем пур. Хуларан тăтăшах килсе çỹреççĕ. Çăвĕпех ялта. Хуралтăсене те юсасах тăраççĕ, сад-пахчара та тирпей-илем хуçаланать. Хам та ураран ỹкмен-ха, вĕсене май пур таран пулăшма тăрăшатăп. Усси сахалрах, паллах. Анчах анкартинче кайла-майла утса çỹреме те çын кирлĕ, - çапла каларĕ патакки çине тĕревленнĕ кинемей. Паянхи кун ватă кинемейĕн иртнишĕн тунсăхламалли çеç юлать. Ĕлĕк ялта улах ларнă, вăййа тухнă... Халĕ урам тăрăх утакан та, ватăпа калаçакан та çук.

А.АЛЕКСЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика